Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлăш-десант çарĕсен кунĕпе саламлани
Хисеплĕ десантниксем тата Сывлăш-десант çарĕсен ветеранĕсем!
Сире Сывлăш-десант çарĕсен кунĕпе саламлатăп!
Ку уява хăюллă та шухăш-кăмăлпа вăйлă çынсене хисеплесе паллă тăваççĕ. Çĕршывăн «çунатлă пехотинче» службăра тăнисем тата халĕ тăракансем Тăван çĕршывăн интересĕсене çирĕп хÿтĕлеççĕ, çапла майпа Раççейĕн тăнăçлă аталанăвне тивĕçтереççĕ.
Раççейĕн Сывлăш-десант çарĕсен историйĕ мăнаçлану туйăмĕ çуратать. ВДВ салтакĕсемпе офицерĕсен хальхи ăрăвĕ десантник салтаксен ятне çÿлте тытни, «кăвак беретсем» тупа тунине асра тытни, хăйсен ашшĕсемпе аслашшĕсен йăлисене малалла тăсни пĕлтерĕшлĕ. Эсир Тăван çĕршывшăн чунран тăрăшни, сирĕн патриотизм, кăмăл çирĕплĕхĕ тата хăюлăх çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Сире çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, хăвăра тата тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене тăнăçлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев