«Суйлав пирки, Олимпиадӑри ӑмӑрту пек, малтанах каласа хума пултараймаҫҫӗ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Суйлав пирки, Олимпиадӑри ӑмӑрту пек, малтанах каласа хума пултараймаҫҫӗ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

 Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Обществăлла палата пайташĕсемпе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ.  Паллă пулăма тĕрлĕ партисен представителĕсем те хутшăннă.  Ҫитес суйлавăн малтанласа палăртнă шухăшĕпе питех килĕшмен. «Малтанласа палăртса хунă туйăм вăл яланах хăйне евĕр пулма пултарать.  Эпир халĕ пурсăмăр та Олимпиада пăхса пыратпăр.  Пирĕнтен нумайăшĕ палăртса та хунă имĕш, епле ҫитĕнӳсем пулма пултарассине.  Пур-пĕрех сахал мар кĕтменлĕхсем, савăнăҫсем те сиксе тухаҫҫĕ.   Суйлав вăл хăйне евĕр ăмăрту.  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйласси яланах пĕлтерĕшлĕ, темĕн тĕрлĕ ен те сиксе тухма пултарать, пĕлме ҫук, кĕтменлĕхсем яланах пулаҫҫĕ.  Енчен те ҫынсем суйлава хутшăнаҫҫĕ пулсан, вĕсем ҫитĕнӳсем те пуласса шанаҫҫĕ.  Эпир кашни ҫынна хисеплетпĕр.  Вĕсем ҫĕнтерессине те ĕненетпĕр», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

 Кандидатсене пуҫаруллă шухăшсене пурнăҫа кĕртме влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, Обществăлла палатăра вăй хуракансем кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтерме кулленех хатĕр.  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйласси таса иртмелле, саккунсене пурин те пăхăнмалла.

  «Пурин валли те пĕр пек условисем хатĕрлемелле. Чăрмавсем кăларса тăратма юрамасть.  Ăмăртусем ҫивĕч иртсен те, уҫăмлăх малти вырăна тухмалла. Пирĕн пурсăмăр та пĕр тĕллев - хамăрăн республикăра ҫĕнĕ шкулсем уҫас килет, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлес килет. Инфратытăма вăй илтерсе пырасси те кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.   Эпир хуласемпе районсем ырă енне улшăнса, илемленсе пыччĕр тесе пурсăмăр та тăрăшатпăр, кун пирки кулленех ыйтăва тĕрĕслевре тытатпăр.  Граждансен пурнăҫĕ лайăхланса пытăр тесе ĕҫлетпĕр. Хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Ҫапла пултăр тесе пурсăмăр та вăй хуратпăр.  Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн аталану ҫул-йĕрĕсене шыратпăр», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   «Паллă, пысăк юпа урлă сиксе каҫма хĕн, анчах та пирĕнтен кашни ăна хăйне евĕр ҫавăрса иртме пултарайрать.  Сире шантарсах калатăп, кашни партийĕн программине тĕплĕн пăхса тухса тишкерĕп.  Ҫĕнĕ пуҫаруллă шухăш-кăмăллисене те тинкерĕп.  Енчен те вĕсем чăнласах та, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулсан, пурнăҫа кĕртсе пыма та  условисем хатĕрлеме тăрăшăпăр», – тесе хушса каланă вăл.

Сăмах май, Олег Николаев суйлавра пăтăрмахсем тума юраманнине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă.  Суйлавра пĕр  пек фамилипе иккĕ е тата ытларах ҫын хутшăнни тепре чухне нумайăшне шухăша путарать. Кун пек йĕркесемпе паянхи пурнăҫ таппинче тен меллĕ те мар пулĕ. Пулкалать, пĕр фамилильлĕ ҫынсем суйлава пур-пĕрех хастар хутшăнманни те сисĕнкелет.  

Тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – халăха вакцинацилесси. «Асăннă темăна юриех ҫивĕчлетме юрамасть суйлав умĕн. Иртнĕ оперативлă штабăн ларăвĕнче кăшăл вирус чирĕ регионта епле сарăлса пыни пирки ыйтăва тарăн тишкернĕ, риск та ҫук мар. Халăх профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнса пымасан, усал амак чирĕ алхасма та пултарĕ.   Пур хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсем, вакцинаци ыйтăвĕ ҫине тимлĕх кирлĕ пек шайра уйăрманни сисĕнет.  Енчен те хăш-пĕр хуласемпе районсенче лару-тăру ырă енне куҫмасан, чирлекенсен йышĕ ӳссе кайсан – вара чару мерисене пăхса хăварма та тивĕ. Массăллă мероприятисем ирттересси прахăҫланма пултарать.   Чире алхасма парас мар тесен, суйлавҫăсемпе ирттермелли тĕлпулу вырăнĕсем ҫителĕклех пулĕҫ.  Кун пирки ыйтăва Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссине тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патне те хыпара илсе ҫитернĕ.   Хăрушсăрлăх мерисене пурин те пăхăнмалла, ҫирĕп тĕрĕслев пулĕ», – тенĕ вăл.  "Кун пек чухне эпир, мӗнпур шайри влаҫ представителӗсем, кандидатсем валли пӗр тан условисене тивӗҫтерӗпӗр кӑна мар, кандидатсем хӑрушсӑрлӑх мерисене ан пӑсччӑр тесе асӑрхаса тӑма шантаратпăр", – палӑртнӑ Олег Николаев.

Кӑҫал республикӑри мӗнпур суйлав участокӗнче пӗрремӗш хут сасӑлав кунӗсем хушшинче кандидатсене тата парти представителӗсене, ҫавӑн пекех общество сӑнавҫисене усӑ курма пулӑшакан видео асӑрхавне йӗркелӗҫ. Ҫак тӗллевпе, Чӑваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕ пӗлтернӗ тӑрӑх, Общество сӑнавӗн центрӗнче МИХсем,  политика партийӗсен тата кандидатсен представителӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем туса хурӗҫ. Вӗсем пурте суйлав участокӗсенче мӗн пулса иртнине сӑнама пултарӗҫ.



02 августа 2021
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter