СЗПК аналог Чӑваш Енре пулма пултарать

СЗПК аналог Чӑваш Енре пулма пултарать

Инвесторсене ҫӗнӗ пулӑшу памалли майсем тупӑнасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Экономикăн аслă канашĕн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Ларăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хутшăннă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх,  50 миллионран кая мар тăракан проектсем   республика валли хатĕрлеҫҫĕ пулсан, предпринимательсем  валли ҫĕнĕ пулăшу мелĕ пулма пултарĕ.

"Паянхи кун федераци шайӗнче механизм пур – капитал сӗнӗвӗсене хӳтӗлесси тата хавхалантарасси пирки килӗшӳ йышăннă.  Кун пек йĕрке Чӑваш Республикин валли туса хатӗрлеме пултаратпӑр. Халӗ эпир агропромышленноҫ комплексне, вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене пулӑшу памалли майсене тӗплӗн тишкеретпӗр. Ҫавӑнпа та регион укҫи-тенки шучӗпе регионти уйрӑм отрасльсемшӗн те, регионӑн уйрӑм территорийӗсемшӗн те тӗп вырӑн йышӑнса тӑракан инвестици проекчӗсене пулӑшнине тишкернӗ тата улшӑнусем кӗртнӗ май ҫĕнĕ инструмент-аналог ҫине пӑхса тухар. Ҫав вӑхӑтрах вӗсемпе тӗрӗс, комплекслӑ ӗҫлӗпӗр, ӑна ҫавӑн пек условисем туса пама пулӑшăпăр",  пӗлтернӗ Олег Николаев, ҫак сӗнӗве влаҫ органӗсемпе бизнесри ӗҫтешсене явӑҫтарса анлă форматпа сӳтсе явмаллине палӑртнă.

Патӑрьел тата Елчӗк районӗсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика вӑй-хӑватне сӳтсе явнӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑх продукцине тирпейлес енӗпе пулӑшмашкӑн 120 млн тенкӗ уйӑрнине, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе промышленноҫа аталантарма оборудовани туянма, проектсене пурнăҫа кĕртме субсидипе тивĕҫтерме промышленноҫ аталанăвне витĕм кӳрекен фонд пулăшма пултарассине каланă, ҫĕнĕлĕхсем те сахал мар тенĕ вĕсем.  

Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесси приоритетлă ыйтусенчен пĕри, апла пулсан вĕсене чи малтан тĕрев парасси пĕлтерĕшлĕ. «Чăваш Ен территорийĕнче таварсем тирпейленсе калăпланни паха. Халăх валли те ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ.  Ҫаксем пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса тăмалла»,  тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Регион ертӳҫи ҫавӑн пекех муниципалитет пӗрлӗхӗсен малалла аталанма пулӑшакан муниципалитетсем хушшинчи центрсене тӑвас енӗпе плансем ҫинчен пӗлтернӗ: "Республика аталанӑвӗн стратегийӗн шайӗнче пирӗн ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерекен, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатакан муниципалитетсем хушшинчи центрсем тумалла. Ҫакӑ вара влаҫ органӗсен ӗҫӗнчи тӗп тӗллев шутланать", тенĕ вăл.

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв Президенчӗ регионсен лару-тӑрӑвне тӗпрен улӑштарма пулӑшакан историллӗ йышӑнусем тунине асăннă. Владимир Путин экономика  тĕлĕшĕнчен перспективлă мар регионсем ҫук тет. Федерацин кашни субъекчӗн экономика вӑй-хӑвачӗ пуррине кулленех палăртать. "Пирӗн республикӑри кашни муниципалитетра кун пек аналог формули пурнăҫа кĕрет», – тенӗ Олег Николаев.  Чӑваш Ен Правительстви Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программисене тата кашни муниципалитет пӗрлӗхӗн программисене пурнӑҫламалли майсемпе ĕҫлет.

Кашни предприниматель патне патшалăх енчен куҫарса паракан пулăшусем пирки  хыпарсене вăхăтра илсе ҫитермелле.  «Программăсемпе анлă ĕҫлеме тăрăшмалла, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыма пĕлмелле», хушса каланă Пуҫлăх.  «Енчен те вĕсене паян пурнăҫа кĕрмесен, кая юлма пултарĕҫ.  Лару-тăру кулленех улшăнать», – палăртнă вăл.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсене республика хыснинчен тĕрев панине асăннă, районсемпе хуласем патне тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ  муниципалитетсен ыйтăвĕсене татса пама культура, вĕренӳ, спорт тытăмĕнчи объектсене тĕпрен ҫĕнетсе тирпейлеме сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланнине те палăртнă ведомство ертӳҫи.



02 августа 2021
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter