Етӗрнери экологи пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтусене икӗ нацпроектпа татса парӗҫ

Калаҫу кунта Етĕрне хулинчи йăлари хытă каяшсене пухса хунă вырăна рекультиваци тăвасси тата  унти халăха таса шывпа  туллин тивĕҫтересси ҫинчен пырать.  

Чăваш Республики хатĕрленĕ заявкăпа Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ҫанталăк министерстви  килĕшнĕ. Етӗрне хулинчи коммуналлӑ хытӑ каяшсене пӗтермешкӗн федераци бюджетӗнчен субсиди илме  республика ирĕк илнӗ. Мероприятисем пĕтĕмпех «Таса ҫĕршыв» федераци проекчĕпе тата «Экологи» нацпроектпа тӳр килсе тăраҫҫĕ.  

«Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, Етĕрне тăрăхĕнче шывсене тасатма май паракан ятарлă сооруженине хута яма плана кĕртнĕ.  Объектăн строительство ĕҫне 2022 ҫулта тытăнасси те графикра пур. «Атăла сыватас» федераци проекчĕпе килĕшсе тăрать ҫӳлерех асăннă объект ĕҫĕ. Хальхи вăхăтра строительство ĕҫĕн проектпа-смета документне хатĕрлеҫҫĕ. Енчен те палăртса хунă сооружени хута кайсан, кунне  2400 куб. м шыва тасатса тирпейлессе шантарать.

«Ҫуркуннепе ҫуллахи тапхăрта шыва тасатса тирпейлекен  малтанхи объектăн хăватлăхĕ ҫителĕксĕр пулни пирки Етĕрне хулинче тăтăшах шыв ыйтăвĕ ҫивĕчленсе пырать», - тесе хыпарланă  Чăваш Республикин Строительство министерствинче.  Ҫапла майпа вара, ҫитес ҫулсенче ыйту уҫăмланассине палăртнă вĕсем.   

Маларахри тапхăрта программăпа килĕшӳллĕн, шывпа тивĕҫтерекен объектсене 2020 ҫулта Етĕрнере 9 башня тĕпрен  юсанă. Кунсăр пуҫне  3 насос станцине ҫĕнетсе улăштарнă.   Кăҫал та ку тĕлĕшпе ĕҫсем малалла пыраҫҫĕ. Юваново салинче  3 насос станцийĕсене тĕпрен юсама плана кĕртнĕ.   Скважинăсене юсаса ҫĕнетес ыйту та кун йĕркинче Етĕрнесен, виҫĕ объекта плана кĕртсе хăварнă. «Объектсене тĕпрен юсама Чăваш Республикин Строительство министерстви конкурс ĕҫне йĕркелесе ирттернĕ.  Хальхи вăхăтра подрядчиксене тупса палăртассипе аукцион ирттереҫҫĕ, каярах вара ĕҫе кӳлĕнесси те часах», - тесе пĕлтернĕ ҫӳлерех палăртнă ведомствăра.

 



03 августа 2021
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter