Газ кӗртес ыйтупа регионти штаб туса хунӑ

Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хума йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ.

Пирӗн республикӑра ҫитес вӑхӑтра 63 пин ытла ҫуртра кӑвак ҫулӑм ҫунма тытӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Газ пӑрӑхне ҫурт вырнаҫнӑ ҫӗр патне ҫитернӗшӗн кил хуҫисен тӑкакланма тивмӗ, киле кӗртнӗшӗн кӑна тӳлеттерӗҫ.

Заявкӑсене «Газпром газораспределение Чебоксары» обществӑн филиалӗсемпе газ участокӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче тата МФЦсенче йышӑнмалла тӑвас ыйтӑва та татса парасшӑн.



Чăваш халăх сайчĕ
03 августа 2021
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter