Тыр-пула тирпейлекенсене тивĕҫтермелли  патшалăхăн ҫӗнӗ пулăшу форми хаксене  шайлаштарса тӑма май парĕ

Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен канашлура пĕлтернĕ, ҫанталăк условийĕсене пула, кăҫал уй-хир тухăҫĕ пысăках мар пирки сăмах пуҫарнă май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă сăмахсем ҫумне хушса.  

«Тыр-пул тирпейлекен вырăнти пĕлтерĕшлĕ производствăсене патшалăх енчен тĕрев парас тĕлĕшпе тата тепĕр ҫăмăллăх пăхса хăварнă.  Малтанласах палăртса хунă тăрăх, Чăваш Республики Федераци хыснинчен 45 млн яхăн укҫа-тенкĕ илĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Укҫа-тенкĕне «Чувашхлебопродукт» АО производство ĕҫне тăкаклама тĕллев лартнă.  «Проектпа килĕшӳллĕн, асăннă предприяти чăваш аграрийĕсенчен тырă туянасси пирки шантарать.  Апла пулсан, шăпах та, ҫапла ĕҫлекенсене патшалăх енчен витĕм кӳни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулĕ», – хушса каланă вăл.  Тыр-пул туянакан предприятисене хавхалантарни хамăр территорийĕнче тирпейленекен тавара тулли калăпăшпа упраса хăварма май парасси куҫ кĕретех пулĕ. Ҫӳлерех асăннă предприяти паянхи куна 22,7 пин тонна тырă хатĕрленĕ, вĕсенчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайне республикăри аграри тытăмĕнче вăй хуракансенчен туяннă. 2021 ҫулхи пăхса хăварнă планран ҫак кăтарту 22 процент пулать.   

Кун пек тĕрев пани, ҫăкăр хакĕ ӳссе каясран сыхлать. Кун пирки те ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Ҫавăнпа та ĕҫе вăраха тăсмасăрах, туллин пурнăҫа кĕртсе пыма чĕнсе каланă вăл. Тепĕр ҫăмăллăх пирки те чарăнса тăнă Ертӳҫĕ.  Кăҫалтан пуҫласа тырă туянакансен тăкакне саплаштарма пулăшу пама йышăннă услови.  Ăна валли те сахал мар укҫа уйăрнă, кăтарту 60 млн танлашать.  Вĕсенчен ҫăкăр пĕҫерекенсем 20 млн, ҫăнăх тирпейлесе кăларакан предприятисене 40 млн тенкĕ куҫĕ.  

Ял хуҫалăх министерствин ертӳҫи Сергей Артамонов ҫанталăк лăпкă тăманнине асăннă, тыр-пула уйран туллин пухса кĕртесси – тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине каланă вăл.  Республикăра тыр-пула пухса пӳлмесене пуҫтарса хума  ятарлă техника ҫителĕклĕ.  Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, тухăҫа икĕ эрне хушшинче пĕтĕмпех пуҫтарса илме  май пуласса шанса каланă министр сăмаха малалла тăснă май.  «Ҫанталăка пĕлме май ҫук, паян лайăх та ыран темĕнле пулĕ. Кашни кунпа пĕлсе туллин усă курма тăрăшмалла, вăхăта вăраха тăсса яма никамăн та ирĕк ҫук», - тесе палăртнă ведомство ертӳҫи.  Палăртма кăмăллă, аграри пайĕнче тăрăшакансене чăнласан та, сахал мар патшалăх енчен тĕрев куҫать. Ял хуҫалăх техники пĕтĕмпех тенĕ пекех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килет.  Кăҫал, калăпăр 680 ҫĕнĕ техника туяннă аграри ĕҫченĕсем, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, кăтарту 1,5 хут нумайрах пулни куҫ кĕретех тесе калаҫҫĕ специалистсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ял  хуҫалăх предприятисен  ĕҫĕсем тĕрлĕ муниципалитетсенче хăйне евĕр пулнине каланă.  «Хăшĕсенче чăнласах та, производствăсен калăпăшĕ пысăк, теприсенче вара кăштах япăхраххи те сисĕнкелет», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   Сăмах май, уй-хир ĕҫĕсене каярах пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, ăҫта кăтартусем питĕ аванах мар, вĕсен ĕҫ-хĕлне профильлĕ министерствăсенче тăрăшакансемпе, район администрацийĕсенче вăй хуракансемпе пĕрле тĕплĕн тишкерӳ тума хушнă.  Ĕҫсене вăхăтра аналаиз тума пĕлмелле.  Малта пыракан муниципалитетсен паха ĕҫ опытне алăрах пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла. Пĕр-пĕринчен яланах вĕренсе пымалла, килĕшсе ĕҫлесен тухăҫлăх та пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ.   Патшалăх енчен куҫарса паракан пулăшусене тивĕҫме аграри ĕҫченĕсене  кирлĕ пек мĕнпур документсене тĕрĕс тата вăхăтра хатĕрлеме чĕнсе каланă Пуҫлăх.  

 



03 августа 2021
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter