Чӑваш Ен  ырă ĕҫ тăвакансене йышӑнӗ

Чӑваш Ен  ырă ĕҫ тăвакансене йышӑнӗ

 Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫейри ача-пăча фончĕн председателĕпе Альберт Лихановпа ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче калаҫса килĕшме май килнĕ. Раççейри ача-пăча фондне йĕркелекенĕпе тата нумай çул ертсе пыраканĕпе, паллă писательпе тата общество деятелĕпе Альберт Лихановпа ВКС мелĕпе тĕл пулнă Пуҫлăх.

«Ырă ĕҫ тăвакансен десанчĕ» - ачасен хӳтлĕхĕн фончĕн ыркăмăллăх акцийĕ шутланать.  Ашшĕ-амăшĕсен хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшанă шăпăрлансене федерацин медицина центрĕнче тăрăшакан тухтăрсем тĕплĕн тишкерĕҫ,  тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерĕҫ.  Кун пек акци кăҫал пуҫласа Чĕмĕр облаҫĕнче ака уйăхĕнче иртнине пĕлтернĕ Альберт Лиханов хăйĕн сăмахĕнче республика ертрӳҫипе калаҫнă май.   Уҫă калаҫу вăхăтĕнче виҫĕ енлĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме май пуласси пирки те сӳтсе явнă, малашнехи пурнăҫра пĕрлехи программăсемпе проектсене пурнăҫа кĕртме майсем тупасса шантарнă. Чăваш Республики, Раҫҫейри ача-пăча фончĕ тата Ачасене хӳтĕлекен фонд пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки сăмахланă.

Сăмах май, Олег Николаев Чăваш Енре ачасене пулăшас енĕпе мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа панă. Ку енĕпе Чăваш Енпе туслă ĕçлеме килĕшӳ тăвас кăмăллине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Альберт Лиханова ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикине килсе кайма йыхравланă.  «Пĕрех май эсир пирĕн республикăри ĕҫсене курма пултартăр.    Ачасене тĕрлĕ енлĕн мĕнпур сферăра аталанса пыма условисене хатĕрленипе те паллашайратăр.  Чăваш Енре сахал мар ĕҫ тунă, сирĕншĕн вĕсем кăсăклă пуласса шанатпăр»,- тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Калаҫу вăхăтĕнче ачасене хӳтĕлесси пирки, тăлăхсене тĕрев парасси, сусăрсен сывлăхне ҫирĕплетме условисем тăвасси ыйтусем те кун йĕркинчех пулнă ерӳҫĕсен.   «Фонд защиты детей» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăпа патшалăх организацийĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн 2020 ҫулта юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. «Эпир те фондăн ĕҫ-хĕлне кӳлĕнме хатĕр.  Пирĕн регионта унăн представительствин ĕҫне пуҫарса яма пĕрле тăрăшăпăр. Пуриншĕн те ҫак ĕҫсем пархатарлă пуласса шанатпăр», - палăртнă Олег Николаев.  

 

 



04 августа 2021
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter