Чӑваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ вӗҫленнӗ

Чӑваш Енре  «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ вӗҫленнӗ

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачне 5,8 млн тенкĕ пуҫтарăннă.  Ачасен кун-çулне тăнăçлă та тулăх тумашкăн, вĕсене сывлăхлă çитĕнтермешкĕн патшалăхпа общество организацийĕсен, халăхăн пĕрлехи вăйĕ иксĕлми. Чăваш Енри ача-пăча фончĕ çулленех «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ ирттерсе пухнă нухрата йывăрлăха лекнĕ çул çитмен çамрăксене пулăшма хываççĕ. Вĕсене валли тĕрлĕ медицина хатĕрĕсем туянма плана кĕртнĕ.  Пĕр сăмахпа калfсан, сывлăх хавшанă хыҫҫăн реабилитаци тухма условисем хатĕрлеме пулăшасси те ыйту кун йĕркинчех. Чăваш хутлăхĕнче çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса халăха юрăхлă çитĕнтерессине тивĕçлипе хаклаççĕ.

Паллă пулăма хулари ачасен реабилитаци центрĕнче йĕркеленĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев килсе ҫитнĕ, ыркăмăллăх акцине хутшăннă ҫынсене, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансене, влаҫ тытăмĕнче вăй хуракансене пурне те тав сăмахĕсем каланă.  «Пĕр-пĕрне пулăшасси, йывăр чухне алă парасси чăвашсен яланах тĕп вырăнта пулнă.  Пирĕн халăх ăш пиллĕн калаҫма, пулăшма яланах хатĕр пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Чăваш Енри мĕнпур ачасем патне тимлĕх уйăрма тăрăшăпăр, вĕсене итлеме, пуҫаруллă проекчĕсене те пурнăҫа кĕртсе пыма хавхалантарма пикенĕпĕр.  Ачасем - пирĕн пуласлăх.  Пĕрле яланах пулма тăрăшмалла», - тенĕ Олег Николаев. Федераци палăртнă мерăсене тата республика влаҫĕсем йышăннă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме марафон чылай витĕм кӳрет.  Ачасене аталантарса пыма, хăтлă условисем йĕркелеме самай укҫа-тенкĕ тăкаклать..

«Курсах тăратпăр, Президент йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫĕршыывра нумай ҫемьесемпе ачасем пур енлĕн те вăй илсе аталанса пыраҫҫĕ.  Паллă, фонда мĕн чухлĕ укҫа пухăнни  мар паха, чи кирли пĕрне-пĕри ăнланса килĕшсе ĕҫлени, йывăр чухне пулăшма тăрăшни. Пĕрлĕхре вăй тесе ăнсăртран каламан пулĕ халăхра.  Мĕн чухлĕ ытларах халăх марафона хутшăнма кăмăл тăвать, ҫавăн чухлĕ лайăхрах. Апла пулсан, эпир пурсăмăр та пĕр шухăшлă пулнине ҫирĕплетсе парать тепĕр хут ҫак мероприяти», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.    

Марафона активлă хутшăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «АБС Электро» ыркăмăллăх фончĕн президентне Мария Уляшевăна тата ПАО Сбербанк 8613№-лĕ Чăваш Енри уйрăмне «Меценат детства»  Ачасен фончĕн медальне парса чысланă. Çав укçана ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнисен кун-çулне çăмăллатма, чирлисене сиплеме, уйрăмах пултаруллă çамрăксене хавхалантарма, сиплев тата шкул умĕнхи учрежденисен никĕсне тĕреклетме хывнă.

Мероприятинче республика шайĕнче иртнĕ викторинăсене пĕтĕмлетнĕ. Альберт Лиханов ҫыравҫăна, вырăс писателĕн пултарулăхне ăста пĕлекенсене уйрăммăн палăртса хăварнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Ачасен фончĕн пуҫаруҫи ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине  тепĕр хут палăртнă ертӳҫĕсем.  

Паллă пулăма пухăннисем вăл кун реабилитаци центрĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă, унти условисене курса ĕненнĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ачасем бассейăнра сывлăхне епле ҫирĕплетнине курнă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашма вĕрентни куҫ кĕретех тенĕ вăл. Ыркăмăллăх акцине пуçаруллă хутшăнма кăмăл тунăшăн, чун ăшшипе республикăн çамрăк гражданĕсене юратупа шанăç парнелесе вĕсене телей кӳме витĕм кӳнĕшĕн тепĕр хут  тав сăмахĕсем каланă  Ертӳҫĕ.

 



04 августа 2021
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter