Чӑваш Енре ҫил-тăвăл хыҫҫăнхи пăтăрмахсене сирсе ярассипе тăрăшаҫҫĕ

Ҫурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енре ҫут ҫанталăк чăрмав кӳнĕ, хăш-пĕр районсемпе хуласенче ытлашшипех ҫумăр ҫуса, вăйлă ҫил-тăвăл пăтăрмахсем кăларса тăратнă. Лару-тăрăва уҫăмлатас тĕлĕшпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев оперативлă майпа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

«Авари  пулнă вырăнсенче туххăмрах тирпейлемелле, ĕҫе пуҫарса ямалла. Вăхăта вăраха тăсса яма юрамасть», - тесе асăрхаттарнă Олег Николаев.    Муниципалитетсен администрацийĕсен ертрӳлĕхĕсене ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  Ятарлă районсемпе хуласенче халăхпа ҫителĕклĕ таран профилактика ĕҫĕсене туса ирттерменнисене палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  «Нумай ялсенче ӳксе пĕтнĕ йывăҫсене тирпейлесе тасатса хуманни сисĕнет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Электричество ҫывăхăнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла, ҫакна халăхăн та асрах тытмалла. Инкек пуласси часах, ҫирĕп йĕркесене пурин те пăхăнмалла.  Пысăк электричество линийĕсем ҫывăхăнче ватă йăмрасен турачĕсене вăхăтра тирпейлесе пыма тăрăшмалла, вĕсем шăпах та, ӳссе кайсан тепре чухне ытларах та чăрмав кӳме пуҫлаҫҫĕ», - тесе каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Енри ГК ЧС пĕлтернĕ тăрăх, усал ҫил-тăвăла пула регионта 33 ялта пăтăрмахсем пулнă. Республикăри 11 муниципалитетра пĕтĕмпе 2763 харпăр хăй хуҫалăхне ҫанталăк сиен кӳнĕ.  Йывăҫсем те сахал мар ӳкнĕ, вĕсен шучĕ 31 пулнă.

 Ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирхине 1244 харпăр хăй хуҫалăхăнче ҫынсем электричествăпа усă курайман.    Йĕпреҫре, Ҫĕмĕрлере, Пăрачкавра халăх  ҫутăсăр тăрса юлни паллă,  14 ялта ҫапла пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ ҫӳлерех асăннă патшалăх службинче тăрăшакансем.  Хальхи вăхăтра ĕҫсем хĕрӳ пыраҫҫю, инкексене сирсе ярассипе ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  Кăнтăрлаччен мĕнпур ĕҫе йĕркене кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнă ятарлă служба ĕҫченĕсем.  

 



04 августа 2021
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter