«Чӑваш Енре харӑсах виҫӗ пайӑр технопарк пулĕ», – палăртнă Олег Николаев

 Чăваш Енре виҫĕ объектăн строительство ĕҫне хушса тӳлеме ыйтса ҫырнă заявкăна Раҫҫей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерствине тăратнă.  Федерацин программисене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе пурĕ инвестициллĕ 11 заявка хатĕрлесе панă.   

«Пĕтĕмĕшле инвестициллĕ проектсен калăпăшĕ 2,2 миллиард ытла. Халăх валли 1100 та ытларах ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленĕҫ», тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Объектсен ĕҫне пуҫлама 2022 ҫулта плана кĕртнĕ.  Федерацин тата республикăн пĕрлехи укҫа тĕревĕ 80 процента яхăн пулĕ.

«Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртни – пирĕн республикăри промышленноҫ тытăмĕнчи специалистсен хăватне ӳстерме  май парĕ.  Объектсене валли территорисене хатĕрленĕ, килĕшӳ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетнĕ», тесе каланă Олег Николаев.    Технопарксене уйрăм тытăмсене шута илсе пуҫарса яма тĕллев лартнă.  Калăпăр, «Абат» промышленноҫ технопаркĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх сферине пĕр чăмăра пухса пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлеме условисем йĕркеленĕҫ.  «Машзавод» , «Волгахим»  технопарксем те ҫĕнĕ технологисемпе ĕҫлеме тытăнĕҫ.

Хальхи вăхăтра республикăра индустри паркĕсем виҫҫĕ шутланаҫҫĕ, вĕсем: Канашра тата Шупашкарта. Чехи компанийĕ пирĕн тăрăхра инвестици хывма шутланă, производство хута ярса ваннăйсем валли ятарлă хатĕрсем калăплама тĕллев лартнă.

Аса илтеретпĕр, 2020 – 2024-мĕш ҫулсем валли йышăннă Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн индивидуаллă программине  епле пурнăҫа кĕртсе пынине Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви тĕрĕслесе тăрать.  Агропромышленноҫ енĕпе те объектсем хута ярасси планра пур.  Патăрьелĕнче, Ҫĕрпӳре, Ҫĕнĕ Шупашкарта парксем тума палăртнă.  2022 ҫултан пуҫласа ҫак виҫĕ парка пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен 1,2 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.    Ку пысăк пулăшу инвесторсене хатĕр территорисене вырнаҫса инфратытăма вăй илтерме май парасса каланă Олег Николаев. Чăваш Республикинчи промышленноҫпа инвестици ĕҫ-хĕлне аталантарма  пулăшакан фонд тата Пĕрлехи заказчиксен служби ҫӳлерех асăннă парксен строительство ĕҫне тытăнма  проектсем хатĕрлеме аукцион ирттерĕ.   



04 августа 2021
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter