Кĕмĕл медале ҫĕнсе илнĕ ятпа Анжелика Сидоровăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Анжелика Сидоровăна спорта пысăк ҫитĕнӳ тунă ятпа саламланă. Токиора çуллахи XXXII-мĕш Олимпиадăра шăчăпа ҫӳллĕшне сиксе спортсменка кăмĕл медале тивĕҫнĕ. Республика Пуҫлăхĕ ҫак сăлтавпа Пĕтĕм Раҫҫейри ҫăмăл атлетика федерацине салам телеграммине янă, Раҫҫей спортсменкин ăсталăхне пысăка хурса хакласа ҫырнă.
«Чăваш Республикинче пурăнакансен ячĕпе тата хам ятран Токиора Олимп вăййисенче кĕмĕл медале тивĕҫнĕ ятпа саламлатăп. Питĕ лайăх хатĕрленнĕ Эсир. Чи пысӑк ӑсталӑх, ӗҫченлӗх сире финалри йывӑр тытӑҫура лартнӑ тĕллевсене чыслӑн пурнӑҫлама май пачӗ. Ҫӑмӑл атлетикӑра, эсир хӗрӳллӗ кӗрешӳре ҫӗнсе илнӗ кӗмӗл медаль, Раҫҫейри миллионшар куракансемшĕн чӑн-чӑн парне, Чӑваш Республикинче пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн мӑнаҫлӑхӗ пулса тăчĕ. Сире малашне те ҫӗнӗ спорт ҫитӗнӗвӗсем, ҫирӗп сывлӑх тата чи ыррине сунатӑп!», - тесе ҫырнă салам йĕркисенче.
Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ тренерĕн Светлана Абрамовăн спортсменки 4,85 м ҫӳллĕшне сикнĕ, анчах та 4,90 тата 4,95 м ҫӳллĕшне кăшт кăна ҫеҫ ҫитеймен. Ҫĕнтерӳҫĕ ята, ылттăн медале Кэти Нажотт американка илнĕ, пăхăр медале Великобритани спортсменки Холли Брэдшоу тивĕҫлĕ пулнă.
Аса илтеретпĕр, Анжелика Сидорова Раҫҫей тата тĕнчери ытти ăмăртусенче Мускавпа Чăваш Республикин чысне хӳтĕлет.