«Ялта пурӑнакан кашни ҫын хӑйӗн ҫуртĕнче газпа усă курма пултартăр тесе тăрăшăпăр», – каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Ялта пурӑнакан кашни ҫын хӑйӗн ҫуртĕнче газпа усă курма пултартăр тесе тăрăшăпăр», – каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Паян Йĕпреҫ районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика тӳлевсӗр газификаци енӗпе ҫӗнӗ социаллӑ программӑна пурнӑҫлама хастарлӑн хатӗрленнине пӗлтернӗ.

"Эпир ҫуртсене тунӑ тата тӗрлӗ проектсене пурнӑҫланӑ чухне пулӑшу памалли ҫӗнӗ формӑсене активлă ӗҫе кӗртетпӗр. Ҫак кунсенче эпир паянхи куна газпа тивӗҫтермен ҫурт-йӗрсене тата ҫитес икӗ ҫулта кашни ял ҫынни, газ илес текенскер, хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пултартӑр тесе тăрăшăпăр",  – палӑртнă Олег Николаев.

Аса илтеретпӗр, газ кӗртмелли программа граждансен укҫи-тенкине явӑҫтармасӑр халӑх пурӑнакан вырӑнсенче  кашни харпăр хăйĕн ҫĕр лаптăкĕ патне ҫитиччен газ  пăрăхне илсе ҫитермелле, вырнаҫтармалла. Ҫавна тӑвас тесен пурӑнмалли ҫуртпа ҫӗр лаптӑкне харпӑрлӑх пурлăхĕ тесе регистрацилемелле.  Палăртса хăваратпăр, газпа кил-ҫуртра ҫеҫ усă курма юрать.



05 августа 2021
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter