Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Йӗпреҫ районӗнче ҫӗнӗ производство уҫнӑ ҫĕре хутшăннă
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Йĕпреҫ районĕнче пулнă, унта вăл «Волжское перерабатывающее предприятие» ТМЯО уҫнă ҫĕре хутшăннă. Предприятире ĕҫченсем сыр таврашне тирпейлесе кăларассипе тăрăшаҫҫĕ.
«Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ҫĕнĕ цехра пысăк технологи витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеҫҫĕ. Специалистсем пысăк профессионалсем. Кун пек технологисемпе тăрăшакансем Раҫҫейре питех те нумай мар тесен те йăнăш мар пулĕ. Атăлҫи федераци тăрăхĕнче пуҫласа ҫакăн евĕр производство хута кайнă. Кун пек предприятисем территорисене пысăк вăй-хăват кӳреҫҫĕ. Паллă, Йĕпреҫ районĕн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассинче пысăк витĕм кӳрессе те шансах тăраҫҫĕ вырăнти ертӳҫĕсем», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Производство хута кайни, халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, 30 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ. Инвестици калăпăшĕ 282 млн ытла тенкĕпе танлашать.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Республика Правительстви ӳлĕмрен те инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшассине хыпарланă. Ял хуҫалăх тытăмĕшĕн те аван ҫак ҫӳлерех асăннă производство хута кайни. Таварсене тирпейлесе кăларассипе хамăр тăрăхрах ĕҫлесе пыни, аграри ĕҫченĕсене чылай витĕм кĕрет. Сĕт-ҫу таврашне тирпейлесе кăларас ĕҫ анлăланса пырсан, халăх валли те тĕрлĕ таварсем калăпланасси часах пулĕ. «Кун пек предприятисене пулăшма ялан хатĕр. Вĕсен таварĕсем хамăр Раҫҫейре анчах мар, ҫĕршыв тулашĕнче те пулсан питех те меллĕ», - тенĕ вăл. Предприятине мĕнпур инвестици калăпăшĕнчен 30 процентне республика бюджетĕнчен саплаштарнă.
Вăл кун республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев шывсем тасатмалли ҫĕнĕ сооруженипе те кăсăкланнă, объект хакĕ 36 млн танлашнă.