Чăваш Енри шкулсене энегине перекетлеме май паракан модульлĕ котельнăйсемпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ

Чăваш Енри шкулсене энегине перекетлеме май паракан модульлĕ котельнăйсемпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Йĕпреҫ районĕнче Эйпеç шкулĕнче каланă.  «Кун пек объектсенче эпир пулнă чухне, мĕнпур ыйтусене комплекслă тишкерме тăрăшатпăрПаллă, май килнĕ таран объектсенче энергине перекетлеме май паракан технологисене тĕпе хурса ĕҫлемелле.  Халь усă куракан хутса ăшăтмалли котельнăйсене нумайăшне 20 ĕмĕрсенче хута янă пулнă.  Каламасăрах пĕлме пулать, вĕсен тухăҫлăх тени те ҫукпа пĕрех.  Ик-виҫĕ ҫул хушшинче вĕсене тĕпрен ҫĕнетсе пыни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пуласси те куҫ кĕретех», - тесе каланă Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствин ертӳлĕхне вĕренӳ пайĕнчи объектсенчи хутса ăшăтмалли тытăм епле пулнине тишкерӳ тума хушнă, малашнехи йышăнусем туса хăварма информацине тĕплĕн хатĕрлеме каланă.  Енчен те  централизацилени майпа усă курса ĕҫлесен,  мĕнпур шкулсенчи хутса ăшăтмалли тытăмсене тĕпрен ҫĕнетсе тухма май килĕ.  Пĕр котельнăйне улăштарса ҫĕнетме вăтамран 3 млн яхăн тенкĕ тăкакланма пултарĕ.

Йĕпреҫ районăнчи Эйпеçри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта тĕпрен юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ. Ҫуртăн строительство ĕҫĕпе регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕплĕн паллашнă. «Проектпа смета ĕҫ хутĕнче хăш-пĕр ĕҫсем пирки кĕртсе хăварманни паллă. Стена сăрличчен, малтан шпаклевка тумалла. Кун пирки асăнман проектра.  Хитре пулмасан шкулта, ачасен кăмăлĕ те пăсăласси часах.  Стенасем яка пулмалла. Пысăк калăпăшлă ĕҫсене туса хăварнă чухне,  кăлтăксем пачах пулмалла мар. Йĕркене ҫирĕп пăхăнмалла», - тесе асăрхаттарнă Олег Николаев  вĕрентӳ учрежденийĕн ертӳҫине.   

2021 ҫулта Эйпеç ялĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан тĕпрен юсав ĕҫне ирттерме 22,6 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Шкулти хутса ăшăтмалли тытăма тĕпрен юсама плана кĕртнĕ.  Чӳречесене, электричество пайне те ҫĕнетесси проектра пур.  Ҫурла уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне мĕнпур ĕҫсенчен 70 процентне туса пĕтернĕ.  Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкула хатĕрлесе ҫитересси те графикра пур. Апла пулсан, ҫĕнелнĕ шкул ачасене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне кĕтсе илме хатĕр пулассине пурте шанаҫҫĕ.  

Йĕпреҫ районĕнче ĕҫлĕ визитпа ҫӳренĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Пучинке ялĕнчи стадионта кăçaл тунă баскетбол-минифутбол лапамне пахаланă. Чăваш Республикин территорийĕсенче хулан хутлăхне йĕркелесси программăпа килĕшӳллĕн кăҫал унта Ленин урамĕнче тирпей-илем кĕртнĕ.   Мини-футбол, баскетбол вăййисене выляма та халĕ унта условисем чаплă.  Тавралла объектсене карта тытса ҫаврăннă. Кивĕ клуб вырăнне тума сĕнекен çĕнĕ 150 вырăнлăх клуб проекчĕпе паллашнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    Объектăн строительство ĕҫне 2023 ҫулта хута яма плана кĕртнĕ.  Паллă, культура ҫуртне наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртĕҫ.  Паянхи куна илес пулсан, ҫĕр лаптăкне тупса палăртса хунă.  



06 августа 2021
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter