«Шупашкарти строительство техникумӗнче вĕренекенсене общество хутлӑхӗсене проектлас ӗҫе явӑҫтарма тăрăшмалла», - тесе каланă Олег Николаев
Строительсен кунне халалласа паян ертӳҫĕсем нумай профильлĕ вĕренӳ заведенийĕнче - Строительство техникумĕнче пулнă, Чăваш Республикин Строительство министерствине унта регион Ертӳҫи ятарлă хушу панă.
«Республикăри ялсен территорийĕнчи обществăлла вырăнсенче объектсен проект ĕҫне Чăваш Республикин Строительство министерствине техникума явăҫтарма хушатăп. Архитектура, дизайн ĕҫне ытларах кӳлĕнмелле. Кунта палăртса хăвармалла, калаҫу Шупашкар пирки кăна пымасть, ытти муниципалитетсем пирки те шухăшламалла», - тенĕ Олег Николаев. «Паянхи пурнăҫ таппинче республикăри ял тăрăхĕсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе пĕрпекрех ĕҫсем йĕркелессипе стандарт хатĕрленсе пырать. Шăпах та, техникумра вĕренекен студентсем хăйсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пултараҫҫĕ. Вĕсене валли тата ҫитменнине практика та пулать, ĕҫлеме вĕренеҫҫĕ, ăсталăха та ӳстерме меллĕ. Пире те ялсенче хутлăха лайăхлатма витĕм пулĕ», - тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.
Чи малтанхи тапхăрсенче студентсене пысăках мар объектсене явăҫтарма тăрăшмалла. Вăл проектсем чаплă пулсан, тен каярах пысăккисем ҫине те куҫасси часах. «Калăпăр, сăмах кунта районсем пирки, ялсем ҫинчен пырать. Вăл проектсене хатĕрлеме пулатех пулĕ. Пур-пĕрех хăйсене вĕрентекенсен сĕнĕвĕсене вĕсен шута илсе пымалла. Малтанхи тапхăрсенче йăнăшсем тăвасси те часах, ҫавăнпа та пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма вĕренсе пымалла», - тесе каланă Олег Николаев.
Шупашкарти строительство техникумĕ нумай профильлĕ центр тесен те йăнăшах мар пулĕ. Унта 17 тĕрлĕ специалист хатĕрлесе кăлараҫҫĕ, хальхи вăхăтра унта икĕ пин ытла студент вĕренет.
Вĕренӳ заведенийĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ классенче пулнă, условисемпе паллашнă.
Палăртнă кун «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу иртнĕ. Унта ертӳҫĕсем регионта пурнăҫа кĕрекен тĕрлĕ программăсемпе проектсем пирки тарăн сӳтсе явнă. Тĕп ыйтусенчен пĕри – «Тухăҫлă регион» проект ĕҫĕ. Ăна шăпах та, «Росатом» патшалăх корпорацийĕпе пĕрле пурнăҫа кĕртсе пырать республика Правительстви.
Чăваш Республикин строительство министрĕн ҫумĕ Михаил Коледа хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă проекта тĕпе хурса Шупашкарти строительство техникумĕ ҫумĕнче ПСР-инжиниринг центрĕ йĕркеленсе каяссине хыпарланă. «Ресурссемпе тухăҫлă усă курма вĕрентĕҫ вăл заведенинче специалистсене. Производствăсен ĕҫ-хĕлне ҫĕнетсе пырасси, пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеме вĕренсе пырасси ыйтусем те кун йĕркинчех тăрĕҫ. Ĕҫ пахалăхăн шайне ӳстересси те ҫивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă министр ҫумĕ.
«Ҫавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ калаҫу вăхăтĕнче кадрсене хатĕрлесси пирки те ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем техникумра тăрăшакансемпе, вĕренекен студентсемпе, ветерансемпе курнăҫнă, пĕр-пĕрин шухăшĕсем пирки сӳтсе явнă.