Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисене халалланă мемориала виҫӗ уйӑх хушшинче тӑвӗҫ

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене  тунисене  халалланă мемориала виҫӗ уйӑх хушшинче тӑвӗҫ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене  тунисене халалласа  тăвакан мемориалта пуҫласа капсула хунă.  Паллă пулăма Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче хастар ĕҫленĕ ентешĕмĕрсене халалланă.   

Чăваш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен  пĕлмен ҫын ҫук. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăр ĕç: «Эпир вара çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан эпир темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр», тенĕ  вăл сăмаха пуҫарнă май. Вĕсене халалласа Куславкка районĕнче палăк лартма йышăнни ҫав тери паха. 

«Пирĕн Чăваш Ен халăхĕ 170 пин ытла ҫын виҫĕ уйăх ҫурă хушшинче ҫав тери пысăк ĕҫ пурнăҫланă.  Объекта палăртнă тапхăр валли вăхăтра хута янă.  Ĕҫ паттăрĕсем вăл  вăхăтри ҫынсем.  Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тăвас ĕҫе пирĕн ентешсем виҫĕ уйăх ҫурă хушшинче тунă пулсассăн, халĕ пирĕн те ҫапла вĕсене халалланă мемориала ҫак асăннă тапхăр вăхăтĕнче туса пĕтерме тăрăшмалла»,  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Ҫак объект ĕмĕр асра тытмалли символ пулса тăрасса асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Аслă Ҫĕнтерĕве  ҫывхартма хутшăннисене сума сунса яланах аса илме, пуҫ тайма ыйтĕ ҫак палăк.

«Строительсен кунĕ умĕн ҫакăн евĕр объектăн строительство ĕҫне пуҫарни те хăйне евĕр пысăк чыс.  Ялти кашни чăваш ачи пуртă е ытти савăт-сапа пирки пĕлнĕ, платник ĕҫне те вĕсем хастар хутшăннă. Шанатăп, эпир объекта вăхăтра пурнăҫа кĕртессине.  Паянхи технологисем ĕҫĕн  хăвăртлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳрессе те ĕненетпĕр»,  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Мемориала Куславккара М-7 федераци трасси ҫывăхĕнче Байгулово сали территорийĕнче вырнаҫтараҫҫĕ.   Объекта юпа уйăхĕнче хута яма графика кĕртнĕ.  Халĕ хатĕрленӳ ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.  Ҫитес вăхăтра никĕс чавса фундамент яма план тунă.

«Проекта хатĕрлеме чăваш строителĕсем пулăшнă.  Вĕсем шăпах та, проектпа-смета ĕҫ хучĕн тăкакĕсене саплаштарма витĕм кӳнĕ.  Газовиксем те хастар ĕҫе кӳлĕннĕ.  Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ валли ятарлă условисем хатĕрлесси те планра пур.  Асăннă лаптăка электричествăпа тивĕҫтерме электриксем те хутшăнма кăмăл тунă», - тесе хыпарланă Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов.  

Паллă пулăма паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе пĕрле  Дария Тимофеевна Родионова Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă кинемей тата 11 класра вĕренекен пике  Алина Будкова хутшăннă.    Паянхи мероприятинче савăнăҫлă лару-тăрура Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çyл çитнине халалланă асăну медалĕсене те парса чысланă.  2071 ҫул валли  ҫитĕнекен ăрăва халалласа ҫырнă ҫырăва Атăлҫи федераци округĕнчи Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекен кадетсем вуласа панă.  Унта тылра ĕҫленĕ паттăрсем пирки чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каласа ҫырнă пулнă.    

«380 ҫухрăма тăсăлнă хӳтĕлев чикки.  Виҫĕ уйăх ытла тăрăшнă ăна тăвас тесе пирĕн паттăрсем. Кунсерен вăтамран 85 пин ытла ҫын вăй хунă окопсем чавассинче.  Ытларах вара хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем пулнă.  Ырми-канми хăйсене шеллемесĕр вăй хунă ҫав вăхăтри ҫынсем.   Хĕллехи тапхăрта сивĕ ҫанталăкра сахал мар шăнса чирленĕ пулĕ вĕсем.  Пур-пĕрех ĕҫленĕ, тăшмана парăнтарас тесе тăрăшнă.  Вăл вăхăтра техника таврашĕ те пулман, алăпа чавса, хăйсене шанса панă ĕҫе туллин пурнăҫланă ентешсем.  Кĕреҫе, пуртă, лум анчах пулнă вĕсен аллисенче.  Эпир ĕмĕр асра тытатпăр вĕсен паттăрла ĕҫĕсене»,  тесе ҫырнă ҫырура.   

Çĕнтерĕве çывхартас ĕçe фронтра çапăçнисемпе пĕpлех тыл ĕçченĕceм те хăйсен тӳпине хывнă. "Хӳтĕлев чиккисене тунă çĕpте ĕç паттăрлăxĕ кăтартнисене  яланах асра тытмалла пирĕн", тенĕ сăмаха ҫавăрса.

Мемориала тăвасси пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 2020 ҫулта юпа уйăхĕнче ыйтăва ҫĕкленĕ пулнă.  Пуҫарăва хапăл тусах йышăннă мĕнпур халăх, Раҫҫейри ҫар историйĕсен обществи сĕнĕве ырланă.  

Пĕтĕмпе конкурса ирттерме 13 проект хатĕрлесе тăратнă.  Чăваш Республикинчен, Оренбургран, Брянск, Мускав тата Мускав облаҫĕнчен ăста специалистсем хутшăннă проектсене хатĕрлеме.  Кăҫал пуш уйăхĕнче конкурс ĕҫĕсене пĕтĕмлетнĕ.  Ҫĕнтерӳҫĕ ята архитектор Константин Фомин тивĕҫнĕ.



06 августа 2021
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter