Чӑваш Ен Правительстви инновациллӗ инвестици проекчӗсене пурнăҫа кĕртме пулӑшма хатĕр

Чӑваш Ен Правительстви инновациллӗ инвестици проекчӗсене  пурнăҫа кĕртме пулӑшма хатĕр

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Строймаш» АО  предприятине пуҫарса янăранпа 20 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче предприяти ҫăмăлах мар условисенче йĕркеленсе кайнине асăннă.  Экономикăн ҫăмăлах мар аталанăвĕн тапхăрĕнче йывăрлăха та парăнтарма тивнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Паян, вара пандеми вăхăтĕнче вĕсем кирек-епле ĕҫе те тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыни куҫ кĕретех. Апла пулсан, предприяти паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрăшни паллă. Кулленех организаци аталанать, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми вăй хурать.  

«Предприяти ушкăнĕшĕн эпир мăнаҫланатпăр.  Сирĕн умăрта ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ тĕллевсем.  Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрекен ҫул-йĕрсене те эсир тупса палăртнă», - тесе каланă Олег Николаев.  

Республика Правтельстви производство предприятийĕсене аталанса пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратассипе малалла хастар тăрăшассине хыпарланă Пуҫлăх.   «Инновациллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси  - тĕп тĕллевсенчен пĕри», - тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.   

«Енчен те иннвестициллĕ проектсем производствăн процессне хăватлантарма, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем калăпласа кăларма витĕм кӳреҫҫĕ пулсан, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыни пĕлтерĕшлĕ. Каламасăрах паллă, производствăн ӳсĕмĕ хăпарса пырасси никама та иккĕлентермĕ», - тесе хушса каланă вăл.

Паллă кун, Олег Николаев савăнăҫлă лару-тăрура ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнисене, хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурăҫланисене патшалăх наградисене парса чысланă.   



07 августа 2021
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter