Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Строительство отраслĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани
Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Строитель ĕҫĕ – паянхишĕн те, пуласлăх валли те. Эсир ҫуртсем проектлатăр, вĕсене ҫĕклетĕр кăна мар, пархатарлă ĕҫ пурнăҫлатăр – пирĕн пурнăҫри ырă улшăнусен никĕсене хыватăр.
Паян Чăваш Енре строительство отрасльне республика экономикин ӳсĕмĕн шанчăклă драйверĕ вырăнне хурса хавхалантармалли лайăх условисем йĕркеленеҫҫĕ. Эсир пурăнмалли ҫурт-йĕр, социаллă объектсен, культура, инженерипе промышленноҫ инфратытăмĕн объекчĕсен строительствинчи пысăк хăвăртлăхпа стандартсене упратăр. Ҫулсем тăвассипе, архитектура палăкĕсене реконструкцилессипе, нумай хватерлĕ ҫуртсен капиталлă юсавĕпе ҫыхăннă ансат мар ыйтусене татса паратăр.
Общество территоийĕсене, картишсене, парксемпе скверсене тирпейлесе хăтлăх кӳрес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Хуласен хăтлă хутлăхне йĕркелесси – пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутĕнче, ҫак ĕҫе эпир пĕр миллиард тенкĕ ытла хывнă та ĕнтĕ.
Сирĕн ăсталăхăр, ĕҫченлĕхĕр пирĕн регионăн визит карточки пулса тăнă. Республика тулашĕнче ырă шухăш ҫирĕпленнĕ: чăваш строителĕ тени яланах пысăк пахалăха, шанчăклăхпа профессионализма пĕлтерет. Эпир сирĕнпе тивĕҫлипе мăнаҫланатпăр!
Сире ҫирĕп сывлăх, ăнăҫу, ыранхи куна шанма, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп! Сирĕн ĕҫĕр Чăваш Республикинче пурăнакансене нумай-нумай ҫул мăнаҫлантартăр!
Чăваш Републикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев