2030 ҫулcем тĕлне Чӑваш Ен тӑхӑр миллиона яхăн тӑваткал метр чухлĕ пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярасшăн
Правительство ҫуртĕнче Строительство тытăмĕнче вăй хуракансене халалласа савăнăҫлă мероприяти иртнĕ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пухăннă ĕҫченсене уяв ячĕпе саламланă, пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче сахал мар тӳпе хывнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.
«Пирĕн умра тата та ҫивĕрех тĕллевсем лараҫҫĕ. Вĕсем пирки ҫĕршыв Президенчĕ аса илтерсех тăрать. Ҫурт-йĕр строительствине ҫулталăкне ҫĕршывра 129 млн тăваткал метр чухлĕ хута ярасси – тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Вăтамран калас пулсан, кашни регионăн, ҫав шутрах Чăваш Енĕн те ҫулталăкне пĕр миллион тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартмалла. Калăпăш сахал мар. Ҫак тĕллевсене пурнăҫа кĕртсен кăна, эпир республикăра пурăнакансен кашнин ыйтăвне тивĕҫтерме пултарайратпăр. Енчен те ҫурт-йĕр хăватлăн вăй илсе пырсан, экономика аталанасси те куҫ кĕретех пулĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2030 ҫулсем тĕлне республикăра 8,8 млн тăваткал метр чухлĕ ҫуртсем хăпартмалла. Малтанхи вунă ҫуллăхпа танлаштарсан, кăтарту 20,5 процент пысăкрах пулни курăнать.
«Кашни ҫулталăкра тенĕ пекех регионта производство корпуссĕсем реконструкциленеҫҫĕ, ял хуҫалăхри объектсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, социаллă сферăпа коммуналлă хуҫалăх пайĕ хăватланса пыни те сисĕнет», – тесе хушса каланă Олег Николаев.
«Паянхи куна калас пулсан, тăватă шкул ҫĕкленет республикăра. Ача сачĕсем – 9. 53 шкула тĕпрен юсаҫҫĕ, ача сачĕсене тирпей-илем кĕртеҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫуртсенче ҫивĕттине, стенасене чӳречесене кăна ҫĕнетмеҫҫĕ, хăтлă условисене йĕркелес тесе ытти ĕҫсене те чылай пурнăҫлаҫҫĕ», – тенĕ регион Ертӳҫи.
Строительсен професси уявĕ умĕн ирттернĕ мероприятинче Олег Николаев патшалăх енчен куҫакан тĕревсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. Наци проекчĕпе тӳр килекен объектсене хута яма, хулан хутлăхне йĕркелеме, социаллă инфратытăма вăй илтерсе аталантарма 1,7 млрд тенкĕ пиллĕк ҫул хушшинче тăкакланă. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне тата та 2,3 млрд тенкĕ уйăрма тĕллев лартнă.
Хальхи вăхăтра республика Правительстви территорисене комплекслă аталантарма нормативлă ĕҫсен йĕркисене ҫĕнетессипе хĕрӳ ĕҫлет.
«Сирĕн ăсталăхăр, ĕҫченлĕхĕр пирĕн регионăн мăнаҫлăхĕ. Республика тулашĕнче ырă шухăш ҫирĕпленнĕ: чăваш строителĕ тени яланах пысăк пахалăха, шанчăклăхпа профессионализма пĕлтерет. Сире ҫирĕп сывлăх, ăнăҫу, ыранхи куна шанма, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума сунатăп. Сирĕн ĕҫĕр Чăваш Республикинче пурăнакансене нумай-нумай ҫул мăнаҫлантартăр», – тесе сăмаха ҫавăрнă регион Ертӳҫи.
Мероприятинче патшалăх наградисене парса чысланă, пысăк хисепе тивĕҫнисене тĕслĕхре пулнине асăннă, вĕсен ĕҫне ыттисен те тĕпе хурса ĕҫлеме тăрăшмаллине чĕнсе каланă.