Чăваш Енӗн коммерципе çыхăнман организацисен 22 проектне президент гранчӗсен фончӗ урлӑ пулӑшу панӑ

Чăваш Енӗн коммерципе çыхăнман организацисен 22 проектне президент гранчӗсен фончӗ урлӑ пулӑшу панӑ

 Кӑҫал пӗр проекта пурнӑҫлама уйӑракан грант виҫи 200 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран ӳснӗ. Кун ҫинчен Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере ирттерекен канашлура экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова пӗлтернӗ.

Конкурс президент гранчӗсен Фонд площадкинче  https://чувашия.гранты.рф.иртнӗ.  Ăмăртăва хутшăнма, Президент гранчĕсен конкурсне пирĕн республикăран   коммерципе çыхăнман организацисем (НКОсем) 48  заявка тăратнă,  вĕсенчен 22 организацийĕ пĕтĕмĕшле 18,3 млн тенкĕлĕх патшалăх тата фонд пулăшăвне илĕҫ.

«Чи анлă сарăлнă проектсем – наукăпа, вĕрентӳ, граждансен сывлăхне сыхласси, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырасси», тесе хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Надежда Столярова.

Чăваш Ен НКОсем  тивĕҫекен патшалӑх пулӑшӑвӗ федерацин чи пысӑк грантооператор – президент гранчӗсен фончӗ - регион конкурсне йӗркелессине пула икӗ хут ӳснĕ. Регионти конкурс бюджечӗ кӑҫал 20 млн тенкӗпе танлашнӑ. Фондран  куҫакан укҫа  виҫи республика финанс пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ виҫепе (10 млн тенкӗ) пурнӑҫланӑ.

 



09 августа 2021
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter