Чăваш Ен Пуҫлăхĕ муниципалитетсене талăкĕпех тăрăшма чĕнсе каланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ муниципалитетсене талăкĕпех тăрăшма чĕнсе каланă

 Кун пек тĕллеве паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере ирттерекен планеркăра лартнă.  Ыйту пĕлтерĕшлĕ, ялсене ăҫта ҫут ҫанталăк газне илсе ҫитермен, вĕсене ҫурла уйăхĕн 12-мĕшĕччен ятарлă плана кĕртсе хăвармалла.

«Пирĕн тĕллев – ĕҫ планне пăхса хăварса йышăнасси. Тапхăрĕ паллă – ҫурла уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне ҫирĕп йĕрке пулмалла.  Кунĕ ҫĕрĕпе те ĕҫлеме юрать пулĕ.  Ку енĕпе тăрăшакансем: хула тата район администрацийĕсене  вăй хуракансем, ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсем, старостăсен яваплăха туйса, вăхăта вăрах тăсмасăр палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме пикенмелле.  Ялсенче тепре чухне хастарлă ҫынсем те сахал мар, вĕсене явăҫтарсан та вырăнлă.  Ял тăрăхĕсенче инвентаризаци тумалла.  Пĕр сăмахпа каласан, ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсене витĕм кӳме тăрăшмалла, май килнĕ таран пулăшмалла», тесе чĕнсе каланă Олег Николаев.

Ыйтăва тимлĕх уйăрман муниципалитетсене республика Пуҫлăхĕ ятласа илнĕ.  Хатĕрленӳ ĕҫĕсене халех пуҫламалла. Вăраха тăсса ĕҫлеме никамăн та ирĕк ҫук.  Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Йĕпреҫ районĕ пĕтĕмпе те,  газсăр юлнă пĕр ял тăрăхне ҫеҫ, газификаци илсе ҫитерме тĕллев лартнă.  Вăрнар районĕ икĕ яла плана кĕртнĕ.  Ҫав вăхăтрах, Улатăр хулинче, Красноармейски, Ҫĕрпӳ районĕсенче   пĕр яла та плана кĕртмен. Вĕсен тăрăхĕсенче газсăр юлнă пĕр ҫын та ҫук-шим вара?

Чăваш Республикин Строительство министрĕ малтанласа палăртса хунă тăрăх, регионта пĕтĕмпе 68 440 хуҫалăх патне ҫут ҫанталăк газне илсе ҫитермелле.  Ку ĕҫе 2022-мĕш ҫул вĕҫне тĕпрен пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.

«Газпром»  пулăшу пама хатĕр, апла пулсан газификаци ĕҫне вĕҫне-хĕрне тухма питĕ аван.  Пулăшăва Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн тивĕҫтереҫҫĕ.  Муниципалитетсен укҫи-тенкине перекетлеме те пулать, вăл тăкака ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕҫе куҫарма та май пулĕ», тенĕ  регион Ертӳҫи.

Маларахри тапхăрсене илес пулсан, кашни ҫын газ пăрăхĕсене хăйсен пурăнмалли ҫурт-йĕрсем патне илсе ҫитерес тесе сахал мар харпăр хăй укҫине тăкакланă. Халĕ вара, ҫав тери пысăк пулăшу пулĕ патшалăх енчен.  Пысăк тăкака «Газпром» хăй ҫине илме шантарать.  



09 августа 2021
18:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter