Ĕҫсĕрлĕх Чăваш Енре вуннăмĕш уйăх чакса пырать
Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ кашни эрнере ирттерекен планеркăра Чăваш Енĕн экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова пĕлтернĕ. Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, пĕтĕм тĕнчери ĕҫ йĕркелĕвĕн методологийĕ палăртнă тăрăх, кăтарту 4,9 процентпа танлашать имĕш.
2021 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра Чăваш Республикин ĕҫпе тивĕҫтерекен службин органĕсенче учетра тăракансен йышĕ 15,4 пинрен пуҫласа 6,6 пин таран чакнă. Кăтарту ырă енне куҫса пыни куҫ кĕретех.
Чăваш Енри ĕҫпе тивĕҫтерекен предприятисемпе организацисем пĕтĕмпе 17 пин ытла заявка панă. Шупашкарти Тракторсен заводне ятарлă инвестициллĕ проекта (СПИК 2.0) пурнăҫа кĕртме чылай специалист кирли куҫ кĕретех. 2030 ҫулсем тĕлне предприяти 570 ытла ҫынна ĕҫпе тивĕҫтерме шантарать. Палăртмалла, вĕсенчен 480-шĕ ĕҫ специальноҫĕсем пулĕҫ.