Республикӑри 170 пин шкул ачин ашшӗ-амӑшӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленме ачисемшĕн тӳлев илнӗ ӗнтӗ
Ачасене шкула хатĕрлеме патшалăх енчен куҫарса паракан укҫана пама тытăннă. 170 пин ытла ача – 6 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитнисем, пĕр хутчен парса тивĕҫтерекен 10 пин тенкĕне илеҫҫĕ. Кун пирки паян планеркăра Чăваш Енри уйрăмĕн Пенси фончĕн управляющийĕн ҫумĕ Валерий Николаев тĕплĕн каласа кăтартнă.
Пособине Чăваш Енре пурăнакансем ҫурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче илмелле пулнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Пенси фондĕнче тăрăшакансем патшалăх енчен куҫакан пулăшăва ҫурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче тивĕҫтерме пуҫланă. 2021 ҫулта ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1,7 млрд тенкĕ уйăрса пама та ĕлкĕрнĕ.
Пĕр хутчен парса тивĕҫтерекен пулăшу хăйне евĕр кашни ҫыншăн пĕлтерĕшлĕ. Паллă, ҫирĕплетнĕ йĕркепе килĕшӳллĕн, укҫана илес текенсен чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕчченех ыйтса ҫырма ирĕк пур, ăна вара ҫулталăк вĕҫĕчченех парĕҫ.
«Ачасене шкула кайма хатĕрленме паракан тĕрев пирки, унăн пĕлтерĕшĕ пысăккине шута илсе, Пенси фондĕнче тăрăшакансем кулленех ăнлантару ĕҫĕсем туса ирттернĕ. Хăшĕсем вăхăтра ыйтса ҫырма пикенеҫҫĕ. Ҫавăнпа та специалистсем вăл категорири ҫынсем патне хăйсем шăнкăравласа тухма тытăннă. Тĕп тĕллев – тимлĕхсĕр никама та хăварма юраманни», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Валерий Николаев. Кăҫалтан пуҫласа ҫурла уйăхĕнче ĕҫлекен пенсионерсен страховани пайне ӳстерме йышăннă. Кун пирки ҫĕнĕлĕхпе те тĕплĕн паллаштарнă ведомство ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май. Ыйтăва уҫăмлатас тесе, Раҫҫейри Пенси фончĕн ĕҫченĕсем 323,6 пин пенсионерсен счечĕсене тĕпрен пăхса тухнă, тишкерӳ тунă хыҫҫăн, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Вăтамран пенси 170,44 тенкĕ, чи пысăкки вара 296,58 тенкĕ хăпарнă. Пирĕн регионта пенсин страховани пайĕн виҫи 1 вăтамран 15 618,20 тенкĕпе танлашнă.