Чӑваш Енӗн тӗп макроэкономика кӑтартӑвӗсем кăҫал кăрлач-утă уйăхĕсенче 2019 ҫулхи пандемичченхи шайран пысӑкрах
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова кун пирки пĕлтернĕ. Чи лайăх кăтартусем ҫине чĕрĕ мар отрасль витĕм кӳнине асăннă вăл. Промышленноҫ, ял хуҫалăхĕпе строительство тытăмĕнче таварсен калăпăшĕ ӳссе пынине асăннă ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. «Кăрлач-утă уйăхĕсенче кăҫал промышленноҫпа ял хуҫалăх производствин таварĕсен калăпăшĕ палăрмаллах ӳснĕ, ҫурт-йĕр хăпартассипе те активлă ĕҫлени куҫ кĕретех. Суту-илӳ ҫаврăнăшĕ те тĕслĕхре», - палăртнă вăл.
Малтанласа палăртса хунă тăрăх, кăҫал ҫичĕ уйăх хушшинче промышленноҫ производствин индексĕ 102,2 процентпа танлашнă. Экспорт тӗллевлӗ продукцисем туса кӑларасси тата вӗсене чикӗ леш енчи рынока ӑсатасси – пирӗн кашни кунхи ӗçӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Продукцисем тулаш рынокра кирлӗ пулни вӗсем ыттисенчен конкурентлӑрах пулнине кӑтартать. Халӗ ку кӑтарту АПШ 310 млн долларӗпе танлашать. Тӗслӗхрен, ял хуçалӑх продукцийӗн экспорчӗ ӳссе пыни савӑнтарать Экспорта таварсене куҫарассипе те хастар ĕҫлеҫҫĕ республикăри предприятисем. «Август» АО фирма, «Вурнарский завод смесевых препаратов», «Химпром» ПАО, «Акконд» АО, «Чувашторгтехника» АО тата ыттисем те чылай тавар ăсатнă ҫĕршыв тулашне. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра тĕп капитал инвестици хывасси 23,0 млрд тенкĕ ытла ӳснине асăннă хăйĕн сăмахĕнче Надежда Столярова. Кăтарту каламасăрах паллă, 2020 ҫулхи ҫак тапхăртинчен чылай пысăк. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ активлă вăй илсе пырать, халĕ вĕсен шучĕ 56,2 пинпе танлашать.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ ҫичĕ уйăхра ҫул миллиард ытла тенкĕлĕх чакнине асăннă. Чăваш Республикин республика бюджечĕ 6,2 млрд тенкĕ профицитпа пурнăҫланнине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Республикăн тупăш пайĕ 13,3 процент ӳснĕ, 42,5 млрд ҫитнĕ, тăкак пайĕ республика хыснин 36,2 млрд танлашнă.
Федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа республика хыснине кĕнин калăпăшĕ 13,4 процент хăпарнă, вăл 20,5 млрд танлашать.
Канашлура ĕҫсĕрлĕх пирки те чарăнса тăнă, кăтарту ку енĕпе самай лайăхланнине каланă ертӳҫĕсем. Ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳснĕ, предприятисемпе организацисем хăватлă аталанса пынине каланă. «Канаш» ТОСЭР лайăх ĕҫлет, индустри паркĕсем вăй илсе пыраҫҫĕ, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрленсех пыраҫҫĕ. Технопарксем хута каясси те планрах, апла пулсан регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ вăй илсе пырасси никама та иккĕлентермĕ.