"Эсир наградӑсемпе таврӑнасса шанатпӑр!», - тесе каланă Паралимпиадăн спортсменĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

"Эсир наградӑсемпе таврӑнасса шанатпӑр!», - тесе каланă Паралимпиадăн спортсменĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Енĕн Паралимпиадăн спортсменĕсемпе видео-ҫыхăну мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.  Шăпах та, вĕсем халĕ Токиора пулакан ăмăртусене хутшăнма хатĕрленеҫҫĕ.  

«Тепĕр икĕ эрнерен эсир Раҫҫей Федерацийĕн чысне хӳтĕлессишĕн ăмăртăва тухатăр.  Паллă, Раҫҫейшĕн анчах мар, Чăваш Республикин сумне те ҫӳле ҫĕклессишĕн вăй хуратăр.  Эпир сирĕнпе мăнаҫланатпăр.  Шанатпăр тата сире эпир ĕненетпĕр,  каялла тăван тăрăха ҫĕнтерӳпе таврăнасса», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

  Токиора XVI-мĕш Паралимп вăййисем ҫурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче старт илеҫҫĕ.  Ăмăртусене Раҫҫей Федерацийĕн 50 регионĕнчен спортсменсем хутшăнаҫҫĕ.  Раҫҫей спортсменĕсем спортăн 19 енĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ.  Пурĕ программăна  спортăн 22 тĕсне кĕртнĕ.   Пĕтĕмпе 539 комплект медале  ҫĕнсе илессишĕн ăста спортсменсем хăйсен пултарулăхне кăтартса парĕҫ.  

Раҫҫей командин ушкăнĕнче Чăваш Енрен тăватă спортсмен.  Вĕсем: РФ тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Лонданра 2012 ҫулта Паралимп вăййисенче виҫĕ хутчен чемпион ята ҫĕнсе илнĕ ҫăмăл атлетика енĕпе спортсменка - Елена Иванова.   Ку хутĕнче вăл 100 тата 200 метр тăршшĕне чупса ҫĕнтерӳҫĕ ята илессишĕн тăрăшĕ.   

Кăҫал пуҫласа Токиора спортăн ҫĕнĕ тĕсĕпе – парабадминтонпа спортсменсем хăйсен вăйне виҫĕҫ.  Ку енĕпе вара Чăваш Енĕн спортсменки Татьяна Гуреева, ҫĕршывăн паллă чемпионки хутшăнĕ.

Сергей Бирюковпа Денис Гаврилов пуҫласа кăҫал  Токиора тупăшĕҫ.  Куҫ курманнисем хушшинче чупса мала тухассишĕн тăрăшĕҫ пирĕн ентешсем. Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, 2008 ҫулта Пекинра Олимп вăййисене хутшăннă спортсмен Сергей Иванов та пулать вĕсемпе пĕрле.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Раҫҫейĕн паралимп ушкăнĕн спортсменĕсене ăнăҫусем   тата ҫитĕнӳсемпе таврăнма вăй-хал суннă.

Токиори ăмăртусем вĕҫленсен, спортсменсемпе хамăр тăрăхра тĕл пулма шантарнă вăл.  «Чăтăмсăррăн кĕтĕпĕр сирĕнпе уҫă тĕлпулусене.  Каялла таврăнсан, тӳрех  пĕр-пĕринпе ăш пиллĕн калаҫăпăр, кăмăл-туйăмсене пайлăпăр.  Ĕненетпĕр сире наградăсемпе каялла тăван ҫĕршыва таврăнассине», – тесе сăмаха ҫавăрнă Пуҫлăх.

 



10 августа 2021
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter