Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ умне приоритетлă тӗллевсем лартнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ умне приоритетлă тӗллевсем лартнӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ  Шупашкар хула администрацийĕн ҫĕнĕрен суйланнă пуҫлăхĕпе Дмитрий Пулатовпа, хулари депутатсен пухăвĕн депутачĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.    Регион Пуҫлăхĕ тен ӳлĕмрен сити-менеджерсен кулленех ылмашăнса пырасси  йăла прахăҫланасса шанса каланă.

«Пĕлетĕп, эсир хăвăра шанса панă ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫласа пынипе хисепе тивĕҫнĕ.  Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫне те  вăхăтлăх пурнăҫласа пытăр. Унта та тӳрĕ кăмăлпа тăрăшнине пĕрре мар халăх ҫирĕплетрĕ», - тесе каланă Олег Николаев.

«Хула пысăк, ыттисемпе танлаштарсан унăн пĕлтерĕшĕ те самай. Апла пулсан, тимлĕ пулмалла, тăрăшса ĕҫлемелле», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, яваплăх малти вырăнта пулмаллине аса илтерсе хăварнă тепĕр хут.  Мĕнпур программăсемпе проектсене тишкерсе тухмалла, Ҫĕнĕ Шупашкара аталанма витĕм кӳрекеннисемпе ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2025 ҫулсем валли пăхса хăварнă Комплекслă программăпа пĕрле килĕшсе тăмалла муниципалитетри проектсен, вĕсем шăпах та, хулана аталанса пыма майсем туса парĕҫ.   

«Инвестициллĕ проектсене явăҫтарассишĕн тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратмалла. Аталанăвăн тĕрĕс ҫул-йĕрĕсене тупса палăртмалла.  Кĕске вăхăтра пĕрле килĕшсе ĕҫлесе  хулара инвестици циклне пуҫарса яма тăрăшмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

Кунсăр пуҫне муниципалитетра тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те хастар ĕҫлемелле, ҫуртсем таврашĕнчи ҫулсене тирпейлемелле, хулан хутлăхне хăтлăлатассишĕн ырми-канми вăй хумалла.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем шырамалла, ҫамрăксене валли те тĕрлĕ условисем хатĕрлесе памалла, вĕсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳме пĕлмелле.  

Дмитрий Пулатов малтанхи тапхăрта хула администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫланă.  Уншăн хулари депутатсем пĕр сасăллă пулса сасăланă.  Унпа ĕҫ контрактне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Паянтан, ҫурла уйăхĕн 11-мĕшĕнчен, вăл ҫĕнĕ должноҫре ĕҫлеме тытăнать.



11 августа 2021
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter