«Чӑваш Ен вӗренӳ учрежденийӗсене модернизацилемелли стандартсем федераци йĕркисенчен чылай ирттереҫҫӗ», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Чӑваш Ен вӗренӳ учрежденийӗсене модернизацилемелли стандартсем федераци йĕркисенчен чылай ирттереҫҫӗ», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенче пулнă, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенчи юсав ĕҫĕсемпе паллашнă.  Ыйтăва шăпах та, ун чухне пуҫласа каланă вăл.

2021 ҫулта республикăри ача сачĕсемпе шкулсем, енчен те вĕсем 50 процента ҫити юрăхсăра тухнă пулсан, тĕпрен ҫĕнетсе улăштарасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă вăл.  Пĕтĕмпе плана 191 шкулпа 133 ача садне кĕртсе хăварнă.  Вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен модернизацилес программăна  тăватă ҫул хушшинче пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă ертӳҫĕсем.  Паллă, тапхăр питĕ кĕске, пур-пĕрех юсав ĕҫĕсене пурнăҫланă чухне пахалăх ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине хушса хунă вăл сăмаха малалла тăснă май. Мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫласси кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă Ертӳҫĕ.

«Вĕренӳ учрежденийĕсене комплекслă майпа модернизацилессипе кăҫал 54 шкулпа 38 ача садне графика кĕртнĕ.  Шкулсене юсама 1,3 миллиард тенкĕ уйăрнă.  Ача сачĕсене ҫĕнетме 700 миллиона яхăн пăхса хăварнă.  Паян пурсăмăр та курса ĕненетпĕр, ҫапла йышăну туни – питĕ тĕрĕс пулнине.  Шкулсене тĕпрен юсани анчах мар, вĕсен тулашри форми, условисем чаплăланаҫҫĕ.  Вĕрентекенсен те, вĕренекенсен те тӳрех кăмăлĕсем лайăхланасси пĕрре те иккĕлентермест.  Пысăк технологи витĕмлĕхĕ пурри куҫ кĕретех, апла пулсан пĕлӳ шайĕ ачасен ӳсессине пурсăмăр та шанатпăр», - тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвне хапăл тусах ырланă. Ҫакнашкал программа ҫитес ҫултан пуҫласа Федераци шайĕнче те пурнăҫа кĕме тытăнĕ.  Раҫҫей Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин ку эрнере шкулсене тĕпрен юсав ĕҫсем тумалли программа пирки хыпарланă.  «Кун пек ĕҫе пуҫарни – шăпах та, пирĕн тăрăхри программăна витĕм кӳрет.  Пиллĕк ҫуллăха йышăннă регионти программа ĕҫне хăвăртлатма май парĕ, тăватă ҫул хушшинче тĕпрен ĕҫе пурнăҫлама та шантарĕ», тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    «Вĕренӳ учрежденийĕсене модернизацилеме палăртнă ĕҫсем федераци стандарчĕсемпе тӳр килсе тăраҫҫĕ.  Апла пулсан, пирĕн паха ĕҫ опытне федераци шайĕнче йĕркелесе ярассине те ĕненетпĕр», тенĕ вăл.   Шкулсене модернизацилессипе пĕр танах, авариллĕ шкулсене прахăҫласа ҫĕнĕ вĕренӳ учрежденийĕсене хута ярас ĕҫ те активлă пулса пырать республикăра. «Паянхи куна регионти тăватă шкула пăрахăҫланă. Вĕсем: Сĕнтĕрвăрринче, Ҫĕрпӳре, Вăрмарта, Шупашкар районĕнче.  Вăл объектсем пирки те вăхăта вăраха тăсмасăр, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла.  Ку ĕҫсене пирĕн пурнăҫламалла.  Ҫичĕ шкулта хĕрӳ ĕҫсем пыраҫҫĕ.  Пиллĕк шкул Шупашкар хулинче, пĕрер вĕренӳ учрежденийĕ Ҫĕнĕ Шупашкарпа Кукеҫ поселокĕнче», палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта республика Пуҫлăхĕ строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Объектра тĕпрен юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ, специалистсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен ҫуртăн шалти пайне тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртнĕ.  Кунсăр пуҫне муниципалитетра шкулпа ача садне ăшăпа тивĕҫтерме хутса ăшăтмалли тытăма тĕпрен ҫĕклеме проектпа смета хатĕрлессипе тăрăшаҫҫĕ, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртессипе, спорт площадкине хăтлăлатассипе ĕҫлеҫҫĕ специалистсем.

Патăрьел районĕнче республика Ертӳҫи Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 1-мĕш №-лĕ шкулти хушма объектăн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă.  Ҫурта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма плана кĕртнĕ.  Пĕтĕмĕшле шкулăн тĕпрен юсав ĕҫне вара кăҫал чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме пăхса хăварнă.  Объектра мĕнпур планран 35 процентне пурнăҫлама та ĕлкĕрнĕ строительсем.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ҫӳлерех асăннă шкулти 345 ачана кӳршĕллĕ вĕренӳ учрежденине вырнаҫтарĕҫ.  Э.З.Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ачасем иккĕмĕш сменăпа вĕренме пруҫлĕҫ.

«Ҫӳлерех палăртнă шкулсенчи  юсав ĕҫĕсемпе эпир кăмăллă.  Графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫлаҫҫĕ мĕнпур ĕҫе. Вырăнти ертӳлĕх ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.  Кĕске вăхăт хушшинче строительсем палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене пĕтерме хатĕр.  Паллă, хăш-пĕр шкулсем тата та авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне юсав ĕҫĕсене пĕтереймеҫҫĕ. Вăл шутрах, Шăнкăртамри шкулта та.  Кунта вара ашшĕ-амăшĕсем, строительсем, вырăнти мĕнпур халăх пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлени куҫ кĕретех.  Пурте пĕтĕм кăмăлпа тăрăшаҫҫĕ, объекта вăхăтра хута ярассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ», сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.



11 августа 2021
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter