Патăрьел районĕнче выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли «БатырЪ» ятлă ҫĕнĕ производство хута кайнă

Патăрьел районĕнче  выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли «БатырЪ» ятлă ҫĕнĕ производство хута кайнă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Патăрьел районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă,  «БатырЪ» кооперативра ҫĕнĕ цех уҫнă ҫĕре хутшăннă. Предприятинче сысна какайне тирпейлесе кăларассипе тăрăшаҫҫĕ специалистсем. Кунне ҫĕнĕ цехра 100 сысна пусса тирпейлесе ваклаҫҫĕ.  Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 196 млн танлашнă.  Вĕсенчен 4 млн грант шучĕпе тивĕҫнĕ асăннă кооператив. Производствăн ҫĕнĕ цехне Пикшихи ял поселенинче уҫнă.

«Кун пек цех республикăра пуҫласа хута кайрĕ.  Экологи нормисене пăхăнса ĕҫлеҫҫĕ кооперативра. Хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйту та малти вырăнта тăрать.  Пуҫламăшĕ аван.  Предприятийĕн пуласлăхри планĕ те пысăк.  Производствăра пысăк технологи витĕмлĕхне тĕпе хурса тăрăшаҫҫĕ.  Колбаси таврашне тирпейлессипе те ĕҫлеме плана кĕртнĕ предприяти.  Паллă, Чăваш Ен Правительстви ҫакăн евĕр проектсене ӳлĕмрен те тĕрев пама хатĕр.  Производствăсем хута кайсан, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ, территори те аталанса пырасси часах.  Пурсăмăрăн та пĕр пекех тĕллев – экологи енчен таса, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерекен пахалăхлă таварсем тирпейлесе кăларасси. Халăхăн сывлăхне упрасси, ăна пурăнма тивĕҫлĕ условисем йĕркелесе парасси», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Олег Николаев.

Ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, Олег Николаев Шăмăршă тăрăхĕнчи «Победа» хуҫалăхăн хĕвел ҫаврăнăш уйĕнче пулнă.    Пысăк тухăҫ паракан, тупăшлă ӳсен-тăран культурисене акса ҫитĕнтерессипе ĕҫлеҫҫĕ тулли мар яваплă обществăра вăй хуракансем.  Мĕнпур уйсен 240 га – хĕвел ҫаврăнăш йышăнать, сой таврашне 173 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă, рапса 20 га лаптăк ҫинче ҫитĕнтереҫҫĕ.  Республика енчен те сахал мар пулăшу куҫать асăннă хуҫалăха.  Субсиди мелĕпе ял хуҫалăх пайĕпе тăрмашакан предприяти пысăк технологиллĕ, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан  «Кировец» К-735  трактор туяннă,  уншăн вĕсем 8,5 млн тенкĕ тăкакланă.  Тепĕр техника та туяннă кăҫал, ăна валли вара 2,2 млн пĕтернĕ.     



11 августа 2021
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter