Вӑрҫӑ ачисем тата хисеплӗ донорсем тӳлевсӗр тен юридици пулӑшӑвӗ илме пултарӗҫ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем юридици пулăшăвне тӳлевсĕр илекен граждансен списокĕ анлăлатасси пирки саккун проектне пăхса тухнă, ăна ырласа хăварнă.
Реестра ӳлĕмрен «вăрçă ачин» статусне илнĕ, «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ», «СССР хисеплĕ донорĕ» паллăсемпе наградăланă, Чернобыльти инкеке, радиаципе çыхăннă ытти аварие пула радиаципе сиенленнĕ çынсем те çак çăмăллăхпа усă курма пултарĕç. Саккуна йышăнсан вара, вăл категорири ҫынсем те адвокатсен пулăшăвне тӳлевсĕр илме пултараҫҫĕ, енчен те юридици пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерекенсем патшалăхăн тытăмĕнче тăрăшаҫҫĕ пулсан.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздрякоов Чăваш Республикин республика бюджечĕн кăҫалхи ҫур ҫулхи ĕҫсен кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.
Республика бюджечĕн тупăш пайĕ курăмлăнах ӳссе пынине палăртнă вăл. «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, консолидированнăй бюджетăн тупăш пайĕ 18 процент хăпарнă, республикăн вара 16,7 процент, тăкак пайĕ 18 процент ӳснĕ. Социаллă культура сферине 26,7 млрд уйăрнă, палăртса хунинчен 13,9 процент пысăкрах пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан», - тесе пĕлтернĕ пĕрремĕш вице-премьер.
Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫулта республика бюджетне профицитпа пурнăҫланă. Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ ҫулталăк пуҫламăшĕнчи кăтартупа танлаштарсан 518,9 млн чакнă, халĕ 8,4 млрд танлашать.
«Кун пек пысăк ҫитĕнӳсене малашне те тытса пымалла, кăҫалхи ҫур ҫулхи кăтартусем аван, ҫулталăк вĕҫне те ҫаăн пек ĕҫсемпе палăрмалла пултăрччĕ. Бюджет вăл укҫа тесе кăна калаҫҫĕ, укҫа анчах мар-ха, унпа пĕрлех чылай мероприяти те пăхса хăварнă. Вĕсем пурте халăхăн пурнăҫ условине лайăх енне куҫарассипе ҫыхăннă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
16 объекта тĕпрен юсама (реконструкцилеме) проектсене хатĕрлеме республика бюджетĕнчен куҫакан 82,4 млн тенкĕне уйăрса парассипе ҫыхăннă постановленине пăхса тухса йышăнса хăварнă. Вăл укҫасемпе культура, вĕренӳпе спорт, социаллă пулăшупа тивĕҫтермелли ĕҫсем валли, экологипе инфратытăма лайăхлатса пыма тăкакланĕҫ. Кунсăр пуҫне кăнтăр районĕсенчи шыв ыйтăвне уҫăмлатма та куҫĕ палăртса хунă укҫа.
Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Максимов кăҫал ҫулталăк вĕҫлениччен проект ĕҫĕсене туллин йĕркелесе ҫитерме плана кĕртнине хыпарланă. Заказчик функцине республикăн Чăваш Енĕн Строительство министерствин пĕрлехи заказчикĕ тишкерсе пырассине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.
Ку ыйтупа хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă Чăваш Республикин Строительство министерствине Олег Николаев. «Укҫасене ҫулталăк пуҫламăшĕнче пăхса хăварнă, анчах та вĕсене епле уйăрса парасси пирки ĕҫ хутне йышăнман. Эпир пĕлтĕр проектсене тăвасси пирки ыйтăва уҫăмлатнăччĕ. Хăш-пĕр ыйтусемпе сӳрĕкрех ĕҫлени сисĕнкелет. Айтăр-ха, хастартарах ĕҫлер пĕрле», - тесе каланă регион Ертӳҫи.
Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсем лизинг мелĕпе тĕрлĕ хатĕрсем туянма бюджетран 10 млн тенкĕ пĕрремĕш взноса тӳлеме тивĕҫме пултарайраҫҫĕ. Субсидипе тивĕҫтермелли йĕркене паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ҫирĕплетнĕ.
Республика бюджетĕнче тăкаксене саплаштарма 17,3 млн тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен 5 млн Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен куҫать, 12,3 млн федераци бюджетĕнчен тăкакланать.
Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Ольга Чилибина хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «10 млн тенкĕ кăна куҫарма пултарать патшалăх, техникăн 50 процентне саплаштарма хăй ҫине яваплăх илейрет. Тĕп условисенчен пĕри – лизинг илекен таварсене тивĕҫме, Раҫҫейри лизинг организацийĕсемпе енчен те ĕҫ хутне ҫирĕплетсен кăна. Техника кивĕ пулма юрамасть. Ҫĕнĕ таварсене туянма кăна субсиди уйăрма юрать», - тенĕ.
Ку проекта пурнăҫа кĕртсен, ăна синхронизацилемеллине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Предпринимательлĕхе аталантармалла, ял хуҫалăхне те тĕрев памалла, мĕншĕн тесен промышленноҫ предприятийĕсем пĕтĕмпех мĕнпур отрасльпе ҫыхăнса тăраҫҫĕ.