Чӑваш Енӗн тӳрех темиҫе районӗнче COVID-19 чире пула, хушма чару йĕркисене тума пултарӗç

COVID-19  чир алхасни сисĕнкелет. Чăваш Енре пурăнакансене те усал амак чирĕ пăшăрхантарать. Регионти коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штаб хушма ҫĕнĕ чару кăларма пултарĕ. Кун пек ĕҫе йĕркелесси чир Чăваш Енре  хăш-пĕр муниципалитетсенче ытларах сарăлнине сăлтавланнă.  

«Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен регионти штаб хăш-пĕр муниципалитетсенче чарусем пăхса хăварма пултарĕ.  Халăх вакцинациленменнине пула, чир-чĕрпе асапланакансем сахал мар, кăтарту хăпарса пыни курăнать теҫҫĕ специалистсем», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Республикăри виҫĕ районта: Улатăр хулипе районĕнче, Пăрачкав районĕнче лару-тăру ҫивĕчленнĕ.  Чирлекенсен йышĕ ӳсе пынине шута илсе, хушма чару йĕркелеме пултарĕҫ. Халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайни пурсăмăра та пăшăрхантарать, апла пулсан, хамăра упраса хăварас тесен,  вакцинациленни вырăнлă пулĕ.  Хальхи вăхăтра вакцинаци ирттересси чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре усал чирпе кĕрешес тесе ятарлă хăш-пĕр чарусене пăхса хăварнă. Ҫĕрле пĕр сехетрен пуҫласа ирхи ултă сехетчен, уйрăмах ресторансенче асăрхануллă пулмалла.  Ташă каҫĕсене ятарлă хупă учрежденисенче ушкăнпа ирттерессине пăрахăҫланă.  

Ҫурла уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ҫĕр каҫа 79 ҫын чирленĕ. Сывалакансем те ҫук мар, кăтарту 65 танлашнă.  Пурĕ регионта 270 000 ҫын ытла вакцинациленнĕ. Коллективсенчи иммунитета çирĕплетес тĕллевпе чылай çын прививка тутарма тăрăшать.  

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви халăха вакцинациленме сĕнет, тен ун пек чухне усал чире парăнтарма пулать. Вакцинăна региона ҫителĕклĕ илсе килнĕ.  Тухтăрсем халăх патне вырăна тухса ҫӳреҫҫĕ, кирлĕ пек пулăшупа вăхăтра тивĕҫтереҫҫĕ, чăрмавсем пачах та ҫук.  

Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă та врачсем патне ҫырăнма пулать, енчен те вакцина тăвас тетĕр пулсан, е тата 122 номĕрпе те шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать, специалистсем тивĕҫлĕ хуравсемпе пулăшĕҫ.  

Пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх мерисене асра тытмалла.

 



12 августа 2021
12:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter