Ҫулталăкне 400 ачана вĕрентсе кăларма май паракан IT-куб Етĕрнере уҫăлĕ

Ҫулталăкне 400 ачана вĕрентсе кăларма май паракан IT-куб Етĕрнере уҫăлĕ

«IT-куб» Етĕрнери агротехника техникумӗн бази ҫумĕнче уҫăлĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче унта ĕҫлĕ визитпа пулнă май, объектпа тĕплĕнрех паллашнă.  

Цифра вĕрентĕвĕн  «IT-куб» центрĕнче ачасене валли ҫав тери чаплă условисем пулĕҫ.   Ачасем информаци технологийĕсене анчах мар, федераци тата регионти компанисемпе пĕрле тĕрлĕ проектсем те хатĕрлĕҫ, «Фирма 1С», «IT ШКОЛА SAMSUNG», «Яндекс.Лицей», «Алгоритмика» предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлĕҫ.

Центр ĕҫне 20 специалист ытла явăҫтарĕҫ, коворкинг тата шахмат уйрăмĕсем те пулĕҫ унта.  

Кунта ачасем 6 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитнисем тарăн пĕлӳ илĕҫ, ҫулсерен 400 ытла яхăн вĕренекенĕн тавра-курăмлăхне ӳстерсе пырĕҫ. 1500 ытла шкул ачи хакатонсенче, социаллă акцисенче, мастер-классенче хутшăнма пултарĕҫ. Центра ҫӳрекен ачасене тӳлевсĕрех вĕрентĕҫ.

Палăртнă кун, ĕҫлĕ ҫул ҫĕревре Етĕрнере пулнă май, Олег Николаев пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 3-мĕш №-лĕ шкулта та пулнă.  Халĕ вăл учрежденинче тĕпрен юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ. Вĕренӳ организацийĕсене модернизацилени хуласемпе ялсен сăн-сăпатне ҫĕнетсе пыма витĕм кӳнине палăртса каланă Пуҫлăх.

«Шкулсене реконструкциленĕ май, вĕсем ҫĕнелсе пыраҫҫĕ, паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăраҫҫĕ.  Вĕсен территорийĕсенче тирпей-илем хуҫаланни те куҫ кĕретех.  Пĕр сăмахпа  каласан ялсен, хуласен хутлăхĕ хăтлăланать.  Уйрăмах пысăк хуласенче, район центрĕсенче ҫав тери илемленсе пыни халăха савăнтарать.  Пуҫарнă программăна малашне те пурнăҫа кĕрсе пыма тăрăшăпăр», - тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

Етĕрнере пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 3-мĕш №-лĕ шкула юсаса ҫĕнетме 60 млн тенкĕ уйăрнă.  Патшалăх енчен куҫнă укҫапа вĕсем шкулăн ҫивĕттине тума, фасад ҫĕнетме, шыв, канализаци пăрăхĕсене улăштарма, электричество тата ытти ĕҫсене йĕркелеме тăкакланасси паллă.     

Шкулăн юсав ĕҫне ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче тытăннă.  Паянхи куна илес пулсан, палăртса хунă мĕнпур ĕҫсенчен 37 процентне юсаса пĕтернĕ те.  Пĕтĕмĕшле объекта 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче, графикпа килĕшӳллĕн хута ярĕҫ.

«Шкулсене модернизацилес республика программипе пĕр шайрах спортзалсене те тĕпрен ҫĕнетеҫҫĕ.  Паллă, вăл ĕҫсем федераци программипе тӳр килсе тăраҫҫĕ.  Мĕнпур ĕҫсене комплекслă пурнăҫа кĕртсен, условисем ҫав тери лайăх пулса пыни савăнтарать. Инфратытăм ҫĕнели куҫ кĕретех.  Проекта пĕлтĕр хатĕрленĕ чухне, шăпах та ҫакăн пирки шухăшласа тĕллев лартнă пулнăччĕ. Питĕ лайăх, ĕмĕтленни, палăртса хунисем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ», -  тесе каланă регион Ертӳҫи.  Спортзала кăҫал ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче  хута ярĕҫ.  Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче ачасене ҫĕнĕ объектсем кĕтеҫҫĕ, вĕсен кăмăлĕ те ырă енне улшăнассине шансах тăратпăр. 



12 августа 2021
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter