Етӗрнесен экологи йывăрлăхĕсене тепӗр ҫул татса парӗҫ

Етӗрнесен экологи йывăрлăхĕсене тепӗр ҫул татса парӗҫ

Кун пирки районта ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă чухне каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Уйрăмах юлашки ҫулсенче Етĕрне хулипе Етĕрне районĕшĕн экологи ыйтăвĕсем питех те актуаллă шутланаҫҫĕ.  Икĕ объект, шăпах та вĕсем йывăрлăх кăларса тăратаканнисем.  Вĕсенчен пĕри йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли полигон.  Час-часах вăл ҫунса, халăха чăрмав кӳрет. Саккунсăр майпа унта сахал мар усал ҫӳп-ҫапа килсе тăкаҫҫĕ.  Паян вăл объекта рекультиваци тăвасси ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.   Ҫитес ҫул вăл вырăнта хăйне евĕр илемлĕ курган пулса тăрĕ.  Пĕтĕмпех тавралăхра тирпей-илем хуҫаланĕ, халăха хăрушсăрлăхпа та тивĕҫтерĕпĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Полигона рекультиваци тăвассипе йышăннă проект ĕҫне икĕ тапхăра пайласа пурнăҫлĕҫ.  Пĕрремĕш тапхăрпа тавралăха тирпейлесе пуҫтарса тасатĕҫ.  Иккĕмĕш тапхăрпа вара тăпран пурлăхне пуянлатма плана кĕртнĕ.  Курăк акса ҫитĕнтерĕҫ, каярах вăл тĕлтре йывăҫ-тĕмсем ешерсе тавралăха илем парнелĕҫ.

Федераци хыснинчен  палăртнă ĕҫсене пурнăҫлама 36 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.  Етĕрнери полигона рекультивацилени халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳрĕ.  Республикăри экологи ыйтăвне те уҫăмлатасси куҫ кĕретех.  Халĕ район территорийĕнчен ҫӳп-ҫапа  тасатса  Ҫĕмĕрле хулинчи ятарлă свалкăна ăсатаҫҫĕ.

«Экологи тĕлĕшĕнчен йывăрлăх кăларса тăратакан тепĕр ыйту – шывсене тасатмалли сооружени.  Етĕрнере ĕҫлекен сооруженине тĕпрен туса пĕтерменни паллă, ҫавна май вăл шыва лайăх тасатманни те сисĕнет.  Сăрпа Атăл ăна пула йывăрлăх тӳсеҫҫĕ.  Хальхи вăхăтра республикăра сооруженисене тума проектсем хатĕрлессипе активлă тăрăшаҫҫĕ специалистсем.  Ҫитес ҫул валли объектсенчи строительство ĕҫне пуҫарма бюджетра укҫа-тенкĕ те пăхса хăварма плана кĕртнĕ», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    Апла пулсан, ҫитес ҫулта ыйтусене пĕтĕмпех татса парĕҫ, Етĕрнесен ӳлĕмрен чăрмавсем пулмĕҫ. Хальхи вăхăтра ĕҫсене графикпа килĕшӳллĕн, пĕтĕмпех вăхăтра пурнăҫласа пымалла. Йывăрлăхсене вăхăтра татса памалла, май килнĕ таран вăхăта вăраха тăсмасăр уҫăмлатма пĕлмелле.  «Атăла сыватас» федераци программипе килĕшӳллĕн,  «Экологи»  наци проекчĕ  пурнăҫа кĕрсе пырассине пурсăмăр та шанатпăр.   

Проект ĕҫне вăраха тăсса яма юраманнине тепĕр хут асăрхаттарса каланă регион Пуҫлăхĕ.



12 августа 2021
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter