Чӑваш Енӗн виҫӗ муниципалитет пӗрлӗхӗнче COVID-19 чире пула хушма чарусем туса хурӗҫ

Чӑваш Енӗн виҫӗ муниципалитет пӗрлӗхӗнче COVID-19 чире пула хушма чарусем туса хурӗҫ

Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă  штабăн ларăвĕ иртнĕ.  Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем республикăри виҫĕ муниципалитетра кăшăл вирусран асăрханас тесе, хушма чарусем йĕркелесси пирки йышăнăва пăхса тухса ҫирĕплетме шутланă.  Улатăрпа Пăрачкав районĕсенче тата Улатăр хулинче луру-тăру ҫивĕчленсех пырать. Чирлекенсен йышĕ ӳсни те паллă тесе калаҫҫĕ специалистсем.    

«Хальлĕхе эпир регионти виҫĕ муниципалитетра ҫакнашкал чарусене пăхса хăварма шутларăмăр.  Массăллă мероприятисене ирттерессине пачах та прахăҫламалла.  Халăх йышлă пухăнакан апатлану вырăнĕсенче те тимлĕхе ҫхатма юрамасть. Профилактика мерисене пăхăнмалла, каҫхине 9 сехетчен кăна ĕҫлеме ирĕк пулĕ.  Тĕрĕслевпе асăрхав  службисенче тăрăшакансем кулленех тухса тĕрĕслĕҫ, йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, явап тыттармалла тăвĕҫ», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Кун пек ĕҫе ӳлĕмрен йĕркелесе пырсан, тен кăшăл вирус  чирне чарма май пулĕ.

Чирлекенсен шучĕ ан ӳстĕр тесе,  хушма чарăва пĕр эрнелĕхе кăна йышăнĕҫ.

«Енчен те лару-тăру ырă енне куҫсан, халăх прививка тума тытăнсан, чирлекенсен шучĕ ӳсмесен чарăва тен пăрахăҫлама та тивĕ, паянхи пурнăҫа каялла таврăнма май пулĕ.   Усал амак чирĕ алхасма чарăнмасан, лару-тăру япăхлансан, вара ун пек чухне хушма чарăва малалла та тăсма тивет пулĕ», тенĕ регион Ертӳҫи.

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, республикăра кăшăл вирусран вилекенсен вăтам кăтартăвĕнчен ҫак ҫӳлерех палăртнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче нумайрах пулни сисĕнкелет.  Паянхи ларăва пухăннисем пĕтĕмĕшле халăх вакцинациленни пирки ыйтăва пăхса тухнă, пĕтĕмлетӳсене тишкернĕ.  

«Улатăр хулипе Улатăр районĕнче 24 пин ҫынна прививка тума юрать, хальлĕхе вĕсенчен пурĕ те 9600-шĕ кăна вакцинациленнĕ.  Пăрачкав районĕнче 6 пин ҫынна кăшăл вирусран асăрханса прививка тума  палăртнă.  Хальхи вăхăтра вара пурĕ те 2900-шĕ кăна вакцинациленнĕ.  60 ҫултан иртсе кайнă ватăсене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Вĕсен сывлăхĕсем хавшак пулнине шута илмелле. Часах, тепре чухне  аслисем ăнсăртран чирлесе нуша курма пуҫлаҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева.   Сăмах май, вăл оперативлă ĕҫлекен мобильлĕ ушкăнсен ĕҫĕсем пирки те чарăнса тăнă, ҫитменлĕхсе ҫинчен те каласа кăтартнă.

60 ҫулхи граждансене вакцинацилесси пирки ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле. Йывăрлăхсем кăларса тăратма юрамасть, вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратмалла. Аслă ҫултисен сывлăхне упрасси пурсăмăрăн та тивĕҫ.  Паянхи куна илес пулсан, планпа пăхса хăварнинчен пурĕ те 33,4 процентне ҫеҫ прививка тунă (99242 ҫынна).  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Кизилов кашни медицина учрежденийĕнче  60 ҫулхисене прививка тума  ятарлă «ҫулсен карттине» йĕркелеме чĕнсе каланă.   Пурсăмăрăн та пĕрле килĕшсе, пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлемеллине асăнса хăварнă ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕҫ планĕ пулмалла, ăна пурнăҫа кĕртме районсемпе хуласен администрацийĕсен пуҫлăхĕсен те витĕм кӳме тăрăшмаллине тепĕр хут палăртнă вăл.

Хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вырăнти ертӳлĕхне сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакансем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем тивĕҫлĕ шайра пулманнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Халăха хыпарсене вăхăтра пĕлтерменни, условисене кирлĕ пек шайра йĕркелесе тăратманнипе сахал мар чăрмав кӳрет.  Сӳрĕклĕх пачах та пулмалла мар, вăхăта вăраха тăсса ĕҫлеме ирĕк ҫук.  

«Халăх патне тухмалла, вĕсемпе пĕрле ыйтăва сӳтсе явма пĕлмелле.  Пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлесен кăна, сывлăха упрама, чире парăнтарма пулĕ», - тесе каланă вăл.

Юлашки 8 эрне хушшинче регионта чирлекенсен шучĕ чакманни сисĕнет тесе пĕлтереҫҫĕ Роспотребнадзор ĕҫченĕсем.  Кăшăл вируспа чирлекенсем, вăраха кайса аптраса пурăнакансем пăшăрхантараҫҫĕ.  Тепре чухне, 65 ҫултан иртнĕ ҫынсем ытларах нуша курса, хăйсен сывлăхне хавшаклатаҫҫĕ.  Инфекци чирĕпе аптракансем вĕсен хушшинче 1,6 хут ӳснине пĕлтереҫҫĕ специалистсем.

Ҫĕнĕ чирпе пуҫласа чирлекенсем те сахал мар, вĕсем 30208 ҫын, вĕсенчен вара 2134-шĕ ҫула  ҫитмен ҫамрăксем.  Сывалакансем те сахал мар, кăтарту – 27556 ҫын.  Усал чиртен вилекенсем те пур-ха, апла пулсан тимлĕхе ҫухатмалла мар, пурин те кулленех сыхă пулмалла, йĕрке пăсма юрамасть, профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнмалла.  



13 августа 2021
11:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter