Чӑваш Енри кил-ҫуртсем таврашне тирпей-илем кӗртмелли программа ҫитес виҫӗ ҫулта малалла тӑсӑлӗ

Чӑваш Енри   кил-ҫуртсем таврашне тирпей-илем кӗртмелли программа ҫитес виҫӗ ҫулта малалла тӑсӑлӗ

 2021 ҫулта 204 объекта тĕпрен тирпей-илем кĕртме плана кĕртнĕ.  Палăртнă тĕллеве пурнăҫлама республика бюджетĕнче 1 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулинче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă, ҫуртсем таврашĕнчи тирпей-илеме пăхса ҫаврăннă.

«Эпир программăна пĕлтĕр пурнăҫа кĕртме тытăнтăмăр.  Тепĕр виҫĕ ҫул чăнласах та, унпа ĕҫлеме тĕллев лартатпăр.  Паян тунă ĕҫсем – пурсăмăра та савăнтараҫҫĕ. Питĕ кăмăллă.  Халăха хăй пурăнакан вырăнсенче ĕҫлеме хăнăхтаратпăр. Пĕрле тăрăшса пурнăҫланă ĕҫ яланах паха.  Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес пулсан, йĕрке тавралăхра хуҫалантăр тесен, мĕнпур ĕҫсене комплекслă тума тăрăшмалла.  Тавралăх пиллĕк ҫул хушшинче ырă енне улшăнассине пурсăмăр та ĕненетпĕр», палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Хулари кил-ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе пăхса тухнă май, уйрăм территорисенчи объектсен строительство ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи икĕ территоринчи объекта пурнăҫа кĕртме, ҫĕнетсе улăштарма 33,8 млн тенке тăкаклама пăхса хăварнă.  Ҫурран утмалли ятарлă тротуарсем тунă, экопарковкăсем хута янă, спорт комплексĕсене йĕркеленĕ, ачасене вылямалли уйрăмсем хатĕрленĕ.   

Тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе халăх хастар хутшăннă, проектсене пурнăҫа кĕртессинче    те витĕм кӳме тăрăшнă, тĕрлĕ сĕнӳсем панă, строительство ĕҫне те ҫивĕч тĕрĕслеве илнĕ.  Ҫынсем объектсене тума хăйсем хутшăнсан, вĕсене упрама тăрăшаҫҫĕ, усал ҫынсем аркатассинчен кулленех сыхă тăраҫҫĕ.  Ку вара чи кирли пулса тăрать те.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетри объектсене видеосăнавсемпе ҫыхăнтарассине каланă, вĕсем пĕтĕмпех «Хăрушлăхсăр хула» программăпа тӳр килсе тăнине  палăртнă.   



13 августа 2021
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter