Раҫҫей  Федерацийĕн Транспорт министерстви Чӑваш Енри 60 ҫухрӑм ҫул хывма федераци пулӑшӑвӗ памалли майсене пӑхса тухать

Раҫҫей  Федерацийĕн Транспорт министерстви Чӑваш Енри 60 ҫухрӑм ҫул хывма федераци пулӑшӑвӗ памалли майсене пӑхса тухать

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн транспорт Министрӗпе Виталий Савельевпа  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ,  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проектне республикăра епле пурнăҫа кĕртсе пынине тарăн сӳтсе явнă,  шăпах та ун чухне  калаҫса килĕшме май килнĕ те. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн регион пĕлтерĕшлĕ тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене тĕпрен ҫĕнетсе пынине асăннă вĕсем.  Ку енĕпе уйрăмах Шупашкарта та ĕҫсем лайăх пулса пыраҫҫĕ.  

«Республикăра палăртнă ĕҫе пурнăҫа кĕртессипе хастар тăрăшаҫҫĕ.   Планри мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫласа пыма ҫитес ҫул Чăваш Ен хушма укҫа илме пултарĕ. Ку ыйтăва уҫăмлатма Раҫҫей Федерацийĕн Транспорт министерстви те витĕм кӳме шантарать.  60 ҫухрăм сарăлса выртакан регион пĕлтерĕшлĕ ҫула тирпейлеме пĕр миллиарда яхăн укҫа парса пулăшасси ыйтăва тишкереҫҫĕ федераци шайĕнче», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Сăмах май, паянхи куна илес пулсан ҫӳлерех палăртнă ыйтупа – автомашина ҫулĕсене сарассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ. Графикра палăртнинчен самай маларах объектсене пурнăҫласа пыраҫҫĕ ҫул хывакансем.  Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, кăҫал республикăна 2,7 млрд яхăн пăхса хăварнă.  Ку укҫапа 110 ҫухрăм ытла автомашина ҫулĕсене хута яма пулать.    Чăваш Ен Пуҫлăхĕ каланă тăрăх, М-12 трассăна, Шупашкарти аэропорта реконструкцилеме тата ытти хăш-пĕр ĕҫсене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушу панипе пурнăҫланине палăртнă.  Апла пулсан, региона федераци енчен сахал мар пулăшу параҫҫĕ.  

«Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ĕҫчешсемпе ҫитес вăхăтра тата та тĕлпулусем ирттерме палăртрăмăр.  Ĕҫсем ҫăмăлах мар, специалистсен сĕнĕвĕсем уйрăмах кирлĕ тата вĕсем пĕлтерĕшлĕ.  Чи пахи пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлени,  мĕнпур ыйтусем Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ.  Кунсăр пуҫне ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене те пурнăҫа кĕртме тăрăшатпăр, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн ырми-канми вăй хуратпăр», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Олег Николаев.

Сăн ӳкерчĕксене Раҫҫей Федерацийĕн Транспорт министерствин пресс-служби хатĕрленĕ



13 августа 2021
14:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter