Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Чӑваш Республикинче пурӑнакансене пурне те Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв профессионал спортсменсене, спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансене пӗрлештерет. Чӑваш Ен физкультурӑпа, спортпа туслӑ ҫынсен йышӗпе ытти регион хушшинче лидер позицийӗсене йышӑнать. Паян ҫак кӑтарту – 48,2%. «Демографи» наци проекчӗн «Спорт – пурнӑҫ норми» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн 2024 ҫул тӗлне ҫак йыш 55% таран ӳсмелле. Тӗллев пысӑк, ҫапах ӑна пурнӑҫлама май пур.

Чӑваш Енре спорт занятийӗсем валли пӗтӗм услови йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ йышши спорт объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫав шутра – ҫынсем пурӑнакан вырӑнсенче. Спорт мероприятийӗсем, сывлӑх кунӗсем иртеҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ ӳсӗмри пин-пин ҫынна пӗрлештереҫҫӗ. Физкультурӑпа, спортпа туслӑ ватӑ ҫынсен шучӗ пысӑкланать. Вӗсем республикӑн, муниципалитетсен спорт сооруженийӗсенче тӳлевсӗр йӗркелекен занятисене хаваспах ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен хастар пурнӑҫне вӑрӑмлатаҫҫӗ.

Республикӑра пултаруллӑ спортсменсене хатӗрлемелли условисем йӗркелес тӗллевлӗ мерӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Чи маттур спортсменсене – Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисен членӗсене – хавхалантарма стипендисем туса хунӑ, Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисенче палӑрнӑ спортсменсемпе тренерсене паракан премисен виҫине палӑрмаллах пысӑклатнӑ. Иккӗленместӗп, ҫак мерӑсем республикӑри массӑллӑ спорт тата пысӑк ҫтӗнӳсен спорчӗн аталанӑвне хушма ҫӗнӗ хӑват парӗҫ.

Паян профессионал спортсменсен туслӑ ҫемйи хӑйӗн уявне паллӑ тӑвать. Эпир хамӑрӑн мухтавлӑ олимпиецсемпе, Раҫҫейӗн спорт историне кӗнӗскерсемпе, мӑнаҫланатпӑр. Вӗсен спортри хастарлӑхӗ, пысӑк ӑсталӑхӗ, ҫитӗнӗвӗсемпе илемлӗ ҫӗнтерӗвӗсем пире те рекордсемпе ӑнӑҫусем патне ӑнтӑлма хавхалантараҫҫӗ.  Ветерансене Чӑваш Енӗн спорт юхӑмӗн аталанӑвне хывнӑ пысӑк тӳпешӗн уйрӑммӑн тав тӑватӑп. Шӑпах эсир паян пирӗн республикӑна мухтав кӳрекен спорт йӑлисене хывнӑ.

Пурне те олимпиецсенни пек сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл, вӑрӑм ӗмӗр, хӑвӑрӑн вӑя шанма тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                    Олег Николаев



14 августа 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter