Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе саламлани

Шупашкарăн хисеплĕ ҫыннисем! Хаклă ентешсем!

Сире хула кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Паян Шупашкар – производствăпа культурăн пысăк ценрĕ, ҫĕршыври релестроенин пурте пĕлекен тĕп хули, Чăваш Републикин экономика ӳсĕмĕн локомотивĕ.

Федераци влаҫĕсем пулăшса пынине тата регион шайĕнче пысăк ĕҫ тунине кура хулан черетлĕ ҫуралнă кунне тивĕҫлĕн кĕтсе илетпĕр. Республикăн тĕп хулинче пĕчĕк тата вăтам хăватлă ял хуҫалăх тракторĕсен производствине локализацилемелли ятарлă инвестици контракчĕ /СПИК 2.0/ пурнăҫланма тытăнать. Кăҫал Шупашкар аэропортне ҫĕнетме пуҫлатпăр. Ҫĕнĕ «Валдайсем», вĕсенчен пĕри Шупашкара килнĕ те ĕнтĕ – пирвайхи рейса хатĕрленет, юхан шыв туризмĕн никĕсне хываҫҫĕ. Кăҫал эпир тĕп хулан троллейбус паркне ҫĕнетрĕмĕр – хула урамĕсене ҫĕнĕ 60 троллейбус тухрĕ, ҫывăх вăхăтра троллейбуссем тата туянмашкăн укҫа уйăрасса кĕтетпĕр. Хула территорийĕсене тирпейлесе хăтлăлатмалли ĕҫсем аталанса пыраҫҫĕ. 2025 ҫул тĕлне картишсен 100% юсаса хăтлăлатмалла, общество территорийĕсене ҫĕнетмелле.

Культура еткерне эпир малашне те упрăпăр, хамăрăн тĕп хулан промышленноҫ, наука тата культура хăватне ӳстерсе пырăпăр. Шупашкар ҫыннисен вăрҫă ҫулĕсенчи тĕлĕнмелле ҫирĕплĕхĕпе харсăрлăхĕ, чĕмсĕр чикĕсен строителĕсен ĕҫри патăрлăхĕ пирĕн асрах. Иккĕленместĕп, тĕп хула Раҫҫей Президенчĕн указĕпе панă «Ĕҫ паттăрлăхĕн хули» хисеплĕ ята мăнаҫланса ĕмĕр-ĕмĕр упрĕ.

Шупашкарăн тĕп пуянлăхĕ – унăн ҫыннисем. Илĕртӳллĕ, ĕҫчен, ҫĕннине йышăнмашкăн уҫă, тăван хулине чунтан юратакан, унăн аталанăвĕшĕн пĕтĕм вăй-халне пама хатĕр ҫынсем. Сирĕн талантăра, ырми-канми ĕҫĕре пула паянхи Шупашкар – Атăл тăрăхĕнчи чи илемлĕ, Раҫҫейри чи хăтлă хуласенчен пĕри.

Шупашкарăн хаклă ҫыннисем! Сире ҫирĕп сывлăх, телей, хавхалану, ырлăх, ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем сунатăп! Уяв ячĕпе, ентешсем! Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Олег Николаев



15 августа 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter