Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ чӑваш алфавитне халалланă Ульяновск облаҫӗнчи палӑкӗн проектне пурнăҫа кĕртнине ырлать, пархатарлă тесе шутлать

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  хăйĕн ĕҫ укҫин пĕр пайне ҫĕнĕ чăваш ҫырулăхне чĕртсе тăратас тесе палăртакан  Чӗмпӗрте чӑваш алфавичӗн палӑкне туса лартма куҫарнă.

Ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата интервью панă, унта вăл «Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗ» обществăлла организацийĕн пуҫарăвне ырланă, «Симбирская чувашская учительская школа. Квартира И.Я. Яковлева» музейĕн территорийĕнче палăк тума палăртнине пысăка хурса хакланă. Чăваш алфавитне  халалланă пăхăртан калăпланакан палăка 2021 ҫулта ҫĕнĕ чăваш ҫырулăхне 150 ҫул ҫитнине халалланине асăннă вăл. Шăпах та, ҫак хула – Чĕмпĕр, чăвашсен ҫырулăхне чĕртсе тăратаканĕ. Чăвашсене ҫутта кăларакан Аслă вĕрентекенĕмĕр  Иван Яковлевич Яковлев  вырăс ҫырулăхĕ ҫине таянса хальхи чăваш алфавитне йĕркеленĕ.  

Палăртса хăваратпăр, объекта тума 1,8 млн тенкĕлĕх хакланă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ палăка ҫĕклеме, кашни хăйĕн ирĕкĕпе, кирлĕ пек укҫа-тенкĕне пухни вырăнлă пулĕ тесе шухăшлать.  «Эпир пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине. Мĕн авалтан ҫынсем «ниме» йăлипе пысăк ĕҫсене пуҫарса йĕркеленĕ.  Пĕр ҫын тумалли ĕҫ мар. Палăк хакĕ пысăккă.  Ҫавăнпа та эпĕ хамăн шалу укҫин пĕр пайне проекта пурнăҫа кĕртме куҫарса пама йышăнтăм.   Тен пуҫарупа ыттисем те килĕшĕҫ.    Раҫҫейре чăвашсен шучĕ сахалах мар, икĕ миллионран та иртсе кайнă.  Вĕсенчен кашни пĕр тенкĕ куҫарса парсан та, 1 млн 800 тенкĕ ытла пуҫтарăнать», – тесе каланă Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.  

Пысăк предприятисем, кăмăл пулсан ытларах та укҫа-тенкĕ уйăрса пама пултараҫҫĕ. Наципе культура пĕрлĕхĕн çыннисем, общество организацийĕсен хастарĕсем,  ĕç коллективĕсем, хула çыннисем пурне те хапăл тусах хутшăнасса шанатпăр.  «Апла пулсан, кĕске вăхăтрах ҫак палăка ҫĕклесе лартма укҫа-тенкĕ пуҫтарăнасса ĕненетпĕр.  Пурне те ырă кăмăллăх ĕҫне хастар хутшăнма сĕнетпĕр», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Чăваш чĕлхине сыхласа хăварса аталантарасси, унăн ят-сумне çĕклесси — пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене вĕренме, унпа калаçма майсем çителĕклех. Ачасене, çамрăксене тăван сăмахпа кăсăклантарнисĕр пуçне чăваш халăхĕн çырулăх культурине  вĕрентсе пымалла.

Çĕнĕ чăваш çырулăхне тăвакан аслă Вĕрентӳçĕн И.Я. Яковлевăн халăха çутта кăларнин ăс-хакăлĕпе пултарулăх еткерне тишкересси тата ăна халăхра сарасси, И. Я. Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалĕпе усă курса шкул ачисемпе çамрăксене тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине ăнланма, ăс-хакăлпа тирпей культурине йĕркелеме пулăшасси, ачасемпе çамрăксен чĕлхин пуянлăхне ӳстерме, ытарлăхпа сăнарлăх туйăмне аталантарма ҫитĕнекен ăрăва анлăрах явăçтарасси кулленхи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Чӑваш чӗлхи, пӑлхар ушкăнĕн пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхи, тарӑн тымарлă вăл. Ҫӗр ҫул хушшинче чӗлхен тӗрлӗ ҫырулăхĕ упраннă. 1871 ҫултан пуҫласа чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ И.Я. Яковлев вырӑс графикӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш алфавитне пуҫарнă. Каярахпа алфавит ҫӗнелнӗ, анчах кириллицӑн тӗп элеменчӗсене сыхласа хӑварнӑ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш алфавитӗнче 37 саспалли пур, тӑватӑ саспалли хӑйне евӗрлӗ: Ӑ ӑ, Ӗ ӗ, Ҫ ҫ , Ӳ ӳ.

Сбор средств на изготовление памятника осуществляется Общественной организацией «Ульяновская областная Чувашская национально-культурная автономия» при поддержке Чувашского национального конгресса по реквизитам с пометкой «Для установки памятника» и сообщением фамилии, имени, отчества человека, переводящего денежные средства:

ОО «УОЧНКА», 432048, г. Ульяновск, ул. Льва Толстого, д. 12.

Приволжский филиал ПАО «ПРОМСВЯЗЬБАНК» г. Нижний Новгород;

к/счет 30101810700000000803

р/с 40703810203000002988

БИК 042202803

ИНН 7303021235

КПП 732501001 Телефон: 8 (8422) 73-75-82, сайт: http://www.chemper-en.ru/.



16 августа 2021
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter