Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучĕ кӑҫалхи 7 уйӑхра 5 процента ҫити чакнă

Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинчи  инкексен шучĕ кӑҫалхи 7 уйӑхра 5 процента ҫити чакнă

Кăҫал 7 уйăхра Чӑваш Республикин территорийӗнче ҫул-йӗр транспорт инкекӗсене 586  тесе шута илнĕ, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 5 процент сахалтарах.

Кун пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов   пĕлтернĕ.   

Ҫул-йĕр инкекĕсенче 58 ҫын пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, 730-шĕ сусăрланнă. Вăл шутран икĕ ача пурнăҫĕ татăлнă, 95-шĕ сусăрланнă. Ачасем 16 ҫула ҫитичченхисем пулнă.   Водительсем ҫул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула, кăрлач-утă уйăхĕсенче 531 инкек сиксе тухнă, вĕсенче 53 ҫын вилнĕ, 677-шĕ аманнă.  Шухă водительсем саккуна уяманни, çынсене шеллеменни,  ПАИ ĕҫченĕсен сĕнĕвĕсене шута илменни сисĕнкелет.  Чи анлă тĕл пулакан инкексем – хирĕç çул çине тухса кайни, машинăсем пĕрне-пĕри çул паманни, инçĕше кирлĕ пек тытса пыманни, трасса урлă каçакансене ирттерменни, автомобильсем хăвăртлăха ӳстерни.

 Ҫул-йĕр правилисене руль умĕнче ӳсĕр пулнисем пăхăнманнине ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем.  Кун пирки ведомство ертӳҫи тепĕр хут асăнса хăварнă.  Хăвăртлăх режимне час-часах пăсаҫҫĕ водительсем, светофорсене пăхăнманни те пулкалать тепре чухне вĕсен.  Енчен те руль умне ларнă водитель ӳсĕр пулсан, вăл хăйех пысăк инкек, кун пек хăрушлăхран пурин те сыхă тăмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть.   

Нумай чухне йĕрке пăсакансене тупса палăртма витĕм кӳрекен хатĕр – видеосăнав.  Вĕсене вырнаҫтарнă вырăнсенче йĕрке хуҫаланни куҫ кĕретех теҫҫĕ. Пĕтĕмпе Чăваш Енре 408 камера тата вырăнтан вырăна куҫарса лартмаллисем 30  видеосăнав шутланса тăраҫҫĕ.  Стационарлă фотовидеофиксацисем чылай, вĕсем те хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме самай май параҫҫĕ, вĕсен шучĕ 212 танлашать. 

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн  министерствине Чăваш Ен Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă.  Муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе йышăннă программа епле пурнăҫа кĕрсе пынине тишкерме каланă.  «Тĕп пайсемпе палăртнă ҫул-йĕрсем пуриншĕн те пĕр пек тата ăнланмалла пулмалла», – тесе каланă вăл, муниципалитетсенчи программăсене пĕрлехи стандартпа ĕҫлеттермеллине асăннă сăмаха ҫавăрнă май.    

 



16 августа 2021
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter