Физкультурник кунӗ умӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑри спорт общественноҫӗпе тӗл пулнă

Физкультурник кунӗ умӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑри спорт общественноҫӗпе тӗл пулнă

Физкультурниксен кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев спортсменсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе,  Олимп вăййисене хутшăнакансемпе, сумлă ветерансемпе, спорта юратакан ҫамрăк яш-кĕрĕмпе ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

«Республикăра пурăнакансенчен 48,2 проценчĕ кулленех спорта хапăл тусах ҫӳрет.  Пурсăмăр та лайăх ăнланатпăр, кăтартăва Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 70 процента ҫити ҫитерме сĕнет. Ку кăтартăва 2030 ҫулсем тĕлне уйрăмах ҫитермеллине кулленех аса илтерсех тăрать.  Капла тăвас пулсассăн, пирĕн хамăрăн тĕслĕх кăтартмалла, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пынине ҫирĕплетмелле.  Ҫамрăксене тăтăшах спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен ăсталăхне туптама условисем хатĕрлесе памалла, вĕсемпе пĕр тан спорта тухмалла», – тесе каланă Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче. 

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче спорта аталантарасси пирки, массăллă спорта вăй илтересси ҫинчен сӳтсе явнă.  Регионти инфратытăма ҫĕнетес ыйту та кун йĕркинчех тăнă.

«Спорта эпĕ хам та питĕ кăмăллатăп. Чупма юрататăп. Кунта халĕ спорт ветеранĕсем, тин ҫеҫ спорта кӳлĕннисем те пур.  Олимп вăййисене тĕрлĕ тапхăрсенче хутшăннисем те сахал мар.  Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – пултаруллă ҫамрăксене тупасси, вĕсене аталантарса пырса пысăк профессионалсем пулма тĕрлĕ условисем хатĕрлесе парасси. Ҫитĕнӳсем тăвас тесен, кулленех спорта ҫӳремелле, ăна парăнмалла.  Халăха ытларах та ытларах сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмелле.  Пурне те ăнăҫусем, вăй-хал, малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕнетĕп.  Уяв ячĕпе пурсăра та!»,тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Мероприятие савăнăҫлă самантпа вĕҫленĕ, спортра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.   

 



16 августа 2021
07:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter