«Шкулсенче ачасене Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентмелле», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Шкулсенче ачасене Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентмелле», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Вĕренӳ тытăмĕ кулленех ҫĕнелсе улшăнса пымалла.  Вĕренӳ программисенчи воспитани пайĕ ҫине вара уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла,  ăна вăй илтермелле.

Шăпах та, ҫакăн пирки каланă та хăйĕн ум сăмахĕнче педагогсен  ҫурла уйăхĕнчи конференцийĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Эпир шкул пĕтерни тахҫанах, унтанпа сахал мар вĕренӳ пайĕ ҫĕнелсе улшăнса пычĕ.  Шкулта вĕренекенсем патне те пысăк яваплăхпа тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Ачасен тавра курăмлăхĕ ӳссе пытăр тесен, вĕсене тарăн пĕлӳ памалла, паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе вĕренсе пымалла.  Пысăк технологи витĕмлĕхне тĕпе хумалла, пуласлăх патне тинкерме, ҫитĕнӳсемпе палăрма вĕрентмелле.  Аслă пĕлӳ илме вĕренме кĕме, ачасен пĕлӳ шайне ӳстерсе пымалла, ĕҫе те хисеплеме вĕрентме тăрăшмалла»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Ачасен пултарулăхне мĕн пĕчĕкренех тупса палăртма пĕлмелле.   Ҫакӑ ачасене иртерех профориентаци тума пулӑшать. Хальхи вӗренӳ тытӑмӗн приоритетлӑ чӗнӗвӗсем пулса тăраҫҫĕ те ҫаксем.  Шкулсен площадкинче аслӑ шкул, производство предприятийӗсен, ытти тытӑмсен тата организацисен пӗлӗвӗсене пĕрлештермелле, ачасем паянхи обществӑра, производствӑра е социаллӑ сферӑра кирлӗ компетенцисем  тивĕҫме пултарччăр.

Пĕлтĕр, Раҫҫей Президенчĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн ҫĕршывра вĕренӳ пайĕнче воспитани парас ĕҫе ытларах тимлĕх уйăрас тĕлĕшпе федераци шайĕнче саккуна ҫирĕплетнĕ.  «Пирĕн те шкулсенче воспитани парас енĕпе мероприятисене  анлăрах пăхса хăвармалла.  Вĕренӳ тытăмĕн тата та лайăхрах аталанмалла.  Ачасене Тăван ҫĕршыва юратма, ăна парăнса пурăнма вĕренсе пымалла», тесе чĕнсе каланă Олег Николаев.

Хӑвӑрӑн ҫутӑ ӗмӗт тӗллевӗрсене пурнӑҫлама ӑнтӑлса, пултарулӑхӑра туллин уҫса парса тата паллӑ ӳсӗмсемпе палӑрса эсир Чӑваш Республикине тухӑҫлӑн аталантарма пулӑшатӑр, унӑн пуласлӑхне хыватӑр тесе палăртнă вăл.

Республикăра вĕренӳ учрежденийĕсене модернизацилес тĕлĕшпе ятарлă программа йышăннă, вăл хастар пурнăҫа кĕрсе пырать. 2021 ҫулта ăна валли республика бюджетĕнчен 2 млрд тенкĕ ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă,  54 шкулта тĕпрен юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ, кунсăр пуҫне 36 ача садне ҫĕнетеҫҫĕ.

«Эпир чӳречесене, ҫуртăн ҫивĕттисене кăна улăштармастпăр, пĕтĕмпех вĕренӳ учрежденийĕсене ҫĕнетсе, паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе условисене лайăхлататпăр.  Пысăк технологи витĕмлĕхĕ куҫ кĕретех.  Ачасене шкулта грамматикăпа, таблица хутлăхне кăна вĕрентмелле мар, Тăван ҫĕршыва юратма, пуласлăхра тĕрĕс ҫул-йĕр шыраса тупма майсем туса памалла.  Пурне те хисеплеме вĕрентмелле, пурнăҫа ырă енне улăштарса пыма пĕрле тăрăшса ĕҫлеме пĕлмелле. Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума ӑнтӑлни сире вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех вӑй парса хавхалантарса пытӑр», тесе каланă регион Ертӳҫи.

 2025 ҫулччен шкулсене модернизацилемелли программӑна пурнăҫа кĕртсе пыма палăртса хунă тăрăх, 20 миллиард тенкӗ кирлӗ пулĕ. Ҫак плансене пурнӑҫлама РФ Президенчӗн вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсас енӗпе федераци ҫӗнӗ проектне хута ямалли тӗп  ĕҫ пулса тӑчӗ. Федераци центрӗпе килĕшсе ĕҫлени республикӑра пуҫланӑ программӑна хӑвӑрт пурнӑҫлама май парасса ĕненетпĕр тесе палăртнă  Пуҫлӑх.

 Шкулсене паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан вĕрентӳ пособийсеме тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинчех.  Кĕнекесене те ҫĕнетсех тăмалла. Хальхи вӑхӑтра 82 ял шкулӗнче гуманитари тата цифра профилӗсен вӗренӳ центрӗсем уҫӑлнӑ, квадрокоптерсем, 3D-принтерсемпе тата ытти пысӑк технологиллӗ оборудованисемпе пуянлатнӑ. 2021 ҫулта 61 центр уҫма плана кĕртнĕ, 2022-2023 ҫулсенче  вĕсен хисепĕ 128 танлашĕ.

Кăҫал Муркаш районĕнче Кашмаш ялĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул хута кайĕ, Патăрьел районĕнче вара Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул ҫумĕнче хушма ҫурт хăпартаҫҫĕ, унта харăсах 120 ача вĕренме ҫӳреме пултарать.  Шупашкарти «Садовый» мкр. 1650 вырăнлăх пысăк шкул ҫĕкленет, объекта 2022 ҫулта хута яма плана кĕртнĕ. 

Юлашки 5 ҫул хушшинче Чăваш Республикинче 8 шкул тунă, вĕсенче 5,8 пин ача тарăн пĕлӳ илме пултарайрать. «Пирĕн тĕллев – ачасене шкула ҫӳреме хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси. Вĕсен кăмăлĕсем те уҫă пулччăр яланах вĕренме.  Шкулсене тĕпрен юсани, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе вĕренӳ учрежденийĕсене тивĕҫтерни, паха программăсем хатĕрлени – пĕтĕмпех сире валли, хисеплĕ педагогсем.  Эсир тарăн пĕлӳ панинчен, ачасен пуласлăхĕ пĕтĕмпех килет», тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Палăртнă кун, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕпе – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕпе Алла Салаевăпа республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм Раҫҫейри тĕрлĕ олимпиадăсенче мала тухнисене – 19 шкул ачине наградăсем парса чысланă.    

  



16 августа 2021
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter