Яваплăха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ĕҫлемен транспорт операторӗсен реестрне йӗркелеме сӗннĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Яваплăха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа ĕҫлемен транспорт операторӗсен реестрне йӗркелеме сӗннĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Паян ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу пулнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă  штабра йышăннă ҫĕнĕ хушма чарусем пирки чарăнса тăнă, вĕсене ҫивĕч пăхăнмаллине, халăха вакцинацилес ыйтăва кун йĕркинчех тытмаллине палăртнă.  

Аса илтеретпĕр, кăшăл вирус чирĕ алхасасран асăрханса республикăри виҫĕ муниципалитетра хушма чару йышăннă, вĕсем: Улатăр хулипе районĕнче тата Пăрачкав районĕнче.  Кун пек лару-тăру тата та хăш-пĕр уйрăм муниципалитетсенче ҫивĕчленсе пынине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Сăмах май, обществăлла транспортсенче халăх йĕрке пăсни сисĕнет, профилактика мерисем ҫине тимлĕх уйăрманнине, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнине асăннă паянхи канашлура регион Пуҫлăхĕ.   Йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех тупса палăртмалла, явап тыттармалла.  Саккун йĕркисене пурин те пăхăнмалла, вĕсене пăсма ирĕк ҫуккине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă  Пуҫлăх.

«Енчен те сире йĕрке тума саккунсен нормисем ҫителĕксĕр пулсан, федераци стандарчĕсене тĕпе хурса ҫĕнетер.  Строительствăра ҫавăн пек ăнлав пур, яваплăха туйса ĕҫлемен подрядчик.  Айтăр-ха, апла пулсан транспорт тытăмĕнче вăй хуракансемпе ҫапла ĕҫе йĕркелер.  Енчен те ĕҫчешсем хăрушсăрлăх ҫине тимлĕх уйăрмаҫҫĕ пулсан, вĕсем йĕрке тăвасси ыйту ҫине тимлĕх уйăрманнине ҫирĕплетет ҫакă.  Кун пеккисенчен хăтăлма тăрăшмалла.  Пирĕн йĕркесĕрлĕхрен пăрăнмалла, енчен те килĕшсе пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлемеҫҫĕ пулсан, явап тыттармах тивĕ», –  тесе асăннă вăл.   

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче йĕрке пăсакансене штраф тӳлеттермелле туни вырăнлă пуласса каланă.  Пассажирсене илсе ҫӳретекенсен уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсен профилактика ыйтăвĕсене куҫран вĕҫертме юрамасть тесе тепĕр хут асăннă ведомство ертӳҫи.

«Малтанхи тапхăрсенче водительсене явап тыттарнă пулсан, халĕ вара предпринимательсене хăйсене саккун умĕнче явап тыттарма тивĕ, саккунне йышăнсан.  Штраф виҫи калама ҫук пысăк.  Предпринимательсем 30 пин таран тӳлĕҫ, водительсем пурĕ те пĕр пин тенкĕлĕх явап тытĕҫ», – тесе асăрхаттарнă вăл.  

 



16 августа 2021
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter