Африка мурĕнчен шар курнисене компенсаци тӳлеҫҫӗ

Африка мурĕнчен шар курнисене компенсаци тӳлеҫҫӗ

Ҫурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче кашни эрнере пулакан планерка иртнĕ, ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.  Республикăра  сыснасен Африка чуми чирне тупса палӑртнӑ, ҫавна май уйрăм районсенче ятарлă чару йышăнӑвӗсене ҫирӗплетнӗ.  Сыснасем чирлеме пултарассине шута илсе, хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи выльăха тĕпрен пӗтересси пирки йышăну тунă.  Палăртнă ял тăрăхĕсенчи  ял хуҫалăх предприятийĕсенче пурĕ 198 сыснана шута илнĕ. Кунсăр пуҫне килти хушма хуҫалăхсенче 20 сысна усранине палăртнă.  Ҫак  ĕҫе, сыснасене пӗтерессине,  ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕччен пурнӑҫлама, вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă.  

Патшалăх ветеринари службин тĕп врачĕ Константин Викторов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра халăхӑн тӑкакӗсене саплаштараҫҫĕ.  Выльăха тӗп тунӑшӑн паракан укҫана ҫак эрнере уйӑрса пама пуҫланине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче 1 кг сысна ашӗшĕн (енчен те сыснана чĕрĕлле виҫеҫҫĕ пулсан) патшалăх 119 тенкĕ те 82 пус парса саплаштарнине хыпарланӑ.  Шăмăсăр 1 кг какай хакĕ вара  335 тенкĕ те 88 пус пулнине палăртнă ведомство ертӳҫи. Сыснана пусса тирпейленĕ хыҫҫăн калăпăшĕпех вырнаҫтарас пулсан, унăн хакĕ 265 тенкĕ те 47 пуса кайса ларĕ. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  ҫав хӑрушӑ чир халăхшăн питĕ пысăк инкек пулнине асăннă.  «Африка чумине пула ҫынсем тупăшĕсене ҫухатаҫҫĕ», – тенĕ вăл. 

«Экономикăшăн ҫакӑ уйрăмах пысăк хӑрушлӑх шутланать, енчен те чир-чĕр сарăлас пулсан агропромышленноҫ комплексне те ҫӑмӑлах пулмӗ, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йӗркеленеймĕҫ,  республика экономики хавшĕ. Асӑннӑ хӑрушлӑх социаллă проектсене пурнăҫа кĕртессине те чăрмав кӳрĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  

«Регионти хир сыснисене те шута илмелле, вĕсем хăрушлăх кăларса тăратма пултараҫҫĕ»,  –  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Усал чире Муркаш районĕнче тупса палăртнă. Ҫывăхри территорисене, 14 яла тĕрĕслеве илнĕ.  Кунсăр пуҫне Элĕк, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче те сисчӗвлӗхе ӳстернӗ. Тимлĕхе ҫухатма юраманнине, асăрхануллă пулмаллине палӑртаҫҫĕ специалистсем. 

 



17 августа 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter