Олег Николаев Муркаш районӗнчи шкула вӑхӑтра хута яма хушнă подрядчике

Олег Николаев Муркаш районӗнчи шкула вӑхӑтра хута яма хушнă подрядчике

 Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланакан  Муркаш районĕнчи Кашмашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн строительство ĕҫĕ пирки канашлу ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва   хăш-пĕр ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, объектăн строительство ĕҫе пурнăҫлакан подрядчик хутшăннă. Шкул пĕчĕк мар, харăсах 108 ачана вырнаҫтарма май пулĕ.  

Ĕҫлĕ канашлăва пухăннисем объекта графикран юлса пурнăҫа кĕртсе пынине асăннă.  Паллă, сăлтавĕ проектпа смета ĕҫне ҫĕнĕлĕхсем кĕртнипе. Патшалăх экспертизине тухас ĕҫ те вăраха тăсăлнă имĕш.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кун пек чăрмав пачах та пулмалла маррине,  вăхăта вăраха тăсма юраманнине, наци проекчĕпе тӳр килекен объекта  графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртмеллине каланă.  Шкул ачисене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене документсем пачах та кăсăклантармаҫҫĕ, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне шкул кĕтеҫҫĕ вĕсем.  «Раҫҫейре пĕрремĕш агрошкул уҫăлĕ.  Ăна пирĕн вăхăтра хута ямалла. Пурте кĕтеҫҫĕ ҫĕнĕлĕхе», тесе каланă Олег Николаев.

«Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – шкула вăхăтра, графикпа килĕшӳллĕн уҫасси.  Стандартсене пăхăнса йĕркелесе пымалла ĕҫсене»,  тесе уйрăммăн палăртса каланă Пуҫлăх.    Мĕнпур объектсене республика Правительстви ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  Наци проекчĕсемпе тӳр килсе тăракан объектсемпе пачах та шӳтлеме юрамасть, вĕсене пурне те кирлĕ пек шайра, паянхи пурнăҫ таппине тӳр килсе йĕркелесе пымалла.  Кунсăр пуҫне тепĕр пысăк программа пирки те манмалла мар, 50 процентран ытларах юрăхсăра тухнă вĕренӳ учрежденийĕсене те тĕпрен ҫĕнетсе улăштармалла. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренӳ тытăмĕн пайĕ ҫĕнелсе, вăй илсе пымалла.   

Паянхи куна калас пулсан, Муркаш районĕнчи объекта 98,5 процента ҫити туса пĕтернĕпе пĕрех.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе вара 65 процент  кăна ĕҫе пурнăҫланă. Хальхи вăхăтра шкулăн пурлăхпа техника базине вырнаҫтараҫҫĕ.  

Шкулта пачах та ҫĕнĕлле ачасене вĕрентĕҫ.  Ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă предметсене вĕрентессине  программăна кĕртнĕ.   Кунта ĕҫлеме килекенсем аграри енĕпе тарăн пĕлӳ илнисем пулĕҫ. Вĕсем ачасен ăсталăхне туптама, ҫĕнĕлĕхсене ăша хывса пыма вĕрентĕҫ.  Пахча-ҫимĕҫ, ӳсен-тăран, ҫăкăр пĕҫерес, сыр тирпейлессипе тарăн пĕлӳ парĕҫ, ветеринари вăрттăнлăхĕсене те тĕпчĕҫ. Пĕр сăмахпа ял хуҫалăхĕ валли паха специалистсем пулма тарăн пĕлӳ пуҫтарĕҫ.  Мĕн ачаран юратнă ĕҫе вĕренсен, пуласлăхра  аталанăвăн тĕрĕс-ҫул йĕрне шыраса тупма меллĕ пулĕ.



17 августа 2021
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter