«Стройматериалсем хакланнă, ҫавна шута илсе республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ объектсем тăвакан подрядчиксене пулӑшма тăрăшатпăр», – тенĕ Олег Николаев
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Элĕк районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă. Тавăтри Б.С. Марков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти строительство ĕҫĕсемпе паллашнă май республика Пуҫлăхĕ: «Стройматериалсем хакланнă, ҫавна шута илсе республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ объектсем тăвакан подрядчиксене пурне те пулӑшма тăрăшатпăр», – тенӗ.
Строительство хатĕрĕсем кулленех хакланса пынине шута илсе, кăҫал республика Правительстви патшалăх контракчĕсене пурнăҫлакан подрядчиксене федерацин саккун йĕркисене пăхăнса пулӑшма шантарать.
«Контракт хакне 10 процента ҫити ӳстерме майсем тупнă, енчен те унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 100 млн тенкĕрен пĕчĕк мар тата ҫитменнине объектри строительство ĕҫӗсене ҫулталăк хушшинче вĕҫлеме плана кĕртнĕ пулсассăн. Тепĕр ҫăмăллăх та пăхса хăварнă, объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 100 млн тенкӗрен ытларах, строительство ĕҫне пĕр ҫулталăкран тепĕр ҫула куҫарма пăхса хăварнă пулсассăн. Кун пек чухне тĕреве 30 процента ҫити ӳстерме палăртнă. Ҫăмăллăхсемпе мĕнпур подрядчиксене, енчен те вĕсем ҫӳлерех палăртнă условисене пăхăнса ĕҫлеҫҫĕ пулсан, патшалăх енчен пулăшупа тивĕҫтерме йышăннă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Хăш-пĕр ыйтусемпе уйрăммăн ĕҫлеме кирлине те асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăнласах та, строительство материалĕсем самай хакланнă, ҫакна строительсем анчах мар, халăх та ҫирĕплетет.
«Нумай объекта Совет саманинче пурнăҫа кĕртнĕ. Нимелле тунă тесен те йăнăш мар пулĕ. Ҫитменлĕхсем те кун пек чухне пулкаланă, объектсене строительство нормисене пăхăнса ҫĕклеменни те сисĕнкелет. Чылай йăнăшсене тӳрлетме тивет. Тимлĕ пулмалла, кашни объектри строительство ĕҫне тарăн тишкермелле, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма витĕм кӳме тăрăшмалла», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. «Предпринимательсене йывăрлăха кĕртсе ӳкерме юрамасть, ыйтусене пĕрле сӳтсе явмалла, пулăшу мерисене пăхса хăвармалла», – тенĕ Олег Николаев.
Шкулти юсав ĕҫĕсене 2021 ҫулхи ака уйăхĕнче пуҫланă. Республикăри вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсассипе палăртнă программăна тĕпе хурса шкулсене ҫĕнетсе пыраҫҫĕ, пурлăхпа техника никӗсне пуянлатаҫҫĕ. Нумай шкул 50 процентран та ытларах кивелсе ҫитнĕ. Апла пулсан, вĕсене тĕпрен юсани вырăнлă. Ҫуртăн ҫивĕттине, чӳречисене, коммуникацине тата ытти тытăма тĕпрен улăштараҫҫĕ, тулашри тата шалти пӳлĕмсене илемлетсе хăтлăлатаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи пурăҫпа тӳр килекен учреждени туса хураҫҫĕ. Асăннă шкулти строительство ĕҫĕсене 85 процента ҫити пурнăҫлама та ĕлкĕрнĕ. Строительсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлаҫҫĕ.
Элĕк салинче ача сачӗ хăпартаҫҫĕ. Кунта малашне харăсах 240 ача ҫӳреме пултарать. Проекта патшалăх экспертизи витĕр тепĕр хут кăларма йышăннă. Ку ĕҫе вăраха тăсма юраманнине асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Проектпа сметăна тӳрлетӳсем кĕртнине шута илсе, строительство ĕҫĕн графикне улăштарнă. Малтанласа объекта утă уйăхĕнче хута яма йышăннă пулсассăн, халĕ ача садне чӳк уйăхĕнче ӗҫе кĕртме пăхса хăварнă. Олег Николаев шăпăрлансем ача садне туса пӗтерессине чăтăмсăррăн кĕтнине палăртнă, ҫавна май пăтăрмахсемпе чăрмавсем пулмалла маррине тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă.
Тепĕр пысăк объектра та пулнă палăртнă кун республика Ертӳҫи. «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче строительсем бассейн тунă. Палăртнă объектри бассейна «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕлтĕр туса лартнă. Ҫĕртме уйăхĕнче бассейнпа усă курма юрани пирки ĕҫ хутне те илнĕ пулнă. Пĕр чăрмав сиксе тухнă – медицина ĕҫченне ҫирĕплетмен. «Ыйтăва уҫăмлатмалла. Кунта килсе ҫӳрекен медицина ĕҫченĕ пулсан та аван. Вăл сиплев учрежденийĕнче ĕҫлетĕр, вăхăт вăхăтпа, графика тĕпе хурса, физкультурăпа спорт комплексĕнче те пултăр. Ҫапла тусан ун валли, тен, ятарлă пӳлĕм те кирлех мар пулĕ. ФОК валли ятарлă лицензи те кирлĕ мар пулĕ ун пек чухне. Паян сывлăха ҫирĕтмелли комплекса тĕпрен туса пĕтернĕ, анчах медицина ĕҫченĕ пулманнине кура ĕҫлемесĕр тăни килĕшӳллĕ мар. Вăхăта вăраха тăсма юрамасть, йышăнусем тумалла, объекта хута ямалла», – тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева сăмаха малалла тăснă май.
Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Элĕкри шыв сооруженийĕпе те кăсăкланнă, канализаци тытăмĕ епле ĕҫленине пăхса ҫаврăннă. Хальхи вăхăтра объектăн проектне экспертиза тӑваҫҫӗ. «Элĕк районĕнче те ытти муниципалитетсенчи пекех пĕрешкел ыйту сиксе тухать. Ĕҫлекен сооружени кивелсе ҫитнĕ, экологи нормисене тивĕҫтерменни те куҫ кĕретех. Йывăрлăхсене татса парас тесен, проектсене пĕр пек стандартпа пăхса хăварма тивет, республикăри мĕнпур районпа хулари йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене туххăмрах уҫăмлатас тĕлĕшпе майсем шырăпăр. Ҫитес ҫулсенче малалла та ҫак ыйтупа ĕҫлеме тĕллев лартатпăр», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă республика Ертӳҫи.
Экологи ыйтăвне уҫăмлатни халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме май парать, ҫавӑн пекех муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне те вăй илсе пыма витĕм кӳрет.