Олег Николаев республикӑри хăш-пĕр районсенчи шкулти юсав ӗҫӗсене пăхса тухнă

Олег Николаев республикӑри хăш-пĕр районсенчи шкулти юсав ӗҫӗсене  пăхса тухнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Вӑрмар тата Куславкка районӗсене ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнă, вӗренӳ организацийӗсенче юсав ӗҫӗсем мӗнле пынине  пăхса ҫаврăннă. "Кӑҫал эпир вӗренӳ  учрежденийĕсен 90 объектĕнче тӳрех пĕр харăсах питӗ пысӑк юсавпа строительство ӗҫӗсем пуҫарса ярсан,  графикран хӑш-пӗр пайӗ  тăрса юлма пултарассине шутларăмăр. Паянхи кун ҫирĕплетсех калама пулать, туллин ĕҫсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ,  авăн уйăхĕн 1-мӗшӗ тĕлне уйрăм пĕрер шкулта кăна вӗренӳ процессне пуҫлама пултараймĕҫ.  Пĕтĕмĕшле вара, вĕренӳ учрежденийĕсем республикăра ҫĕнелсе улшăннă, илемленнĕ, ачасене вĕрентме хăтлă условисемпе пуянланнă», – палӑртнă вӑл.

Ачасене пур-пĕрех пурне те шкулсене вырнаҫтарĕҫ. Объектсенче юсав пыни пирки пăшăрханма кирлĕ мар, вăхăтлăха вĕренӳ процессĕ кӳршĕллĕ шкулсенче пулса пырĕ. Каярах ачасем хăйсен тăван шкулĕсене таврăнĕҫ. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта тĕпрен юсав ĕҫĕсем хĕрӳ пыраҫҫĕ. Объектри строительство ĕҫне юпа уйăхĕн варри тĕлне вĕҫлеме плана кĕртнĕ.  Сăлтавĕ паллă, контракта подрядчикпа утă уйăхĕн пуҫламăшĕнче кăна алă пусса ҫирĕплетнĕ. Кĕске вăхăтра пысăк калăпăшлă ĕҫе туллин тивĕҫтерме май ҫук, ăна пурте лайăх ăнланатпăр.  Шкул директорĕ Марина Арзамасова хăйĕн сăмахĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе ачасене  вăхăтлăха вĕренме ҫӳреме ăҫта вырнаҫтарасси пирки ыйтăва    тĕплĕн сӳтсе явнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхне.  Ытларах аслă класене ҫӳрекенсене дистанци мелĕпе вĕрентме йышăну тунине асăннă вăл. Кăҫĕн класене ҫӳрекеннисене вара вăхăтлăха кӳршĕллĕ Кармăш салине ҫӳретме пăхса хăварнă. «Ашшĕ-амăшĕсем пĕр саслă пулса ҫакăн пек йышăну тума килĕшрĕҫ.  Ҫурта тĕпрен юсав ĕҫ туни – пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Каярах ачасем хăтлă шкулта вĕренесси никама та иккĕлентермест», тесе сăмаха ҫавăрса каланă шкул директорĕ.   

«Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп приоритет. Тепĕр тесен, ачасем илемлĕ шкула вĕренме таврăнаҫҫĕ.  Уҫă, таса, ăшă класенче пĕлӳ пухма меллĕрех те пулĕ», – тенĕ Олег Николаев.

Куславккари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 3-мĕш №-лĕ шкулти юсав ĕҫĕсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫламăшĕ тĕлне вĕҫлеме шантарнă тĕп подрядчик.

Республика Пуҫлăхĕ Куславккари ҫĕнĕ ача садĕнчи ĕҫсемпе те кăсăкланнă.  Ку ҫурта харăсах 160 шăпăрлан ҫӳреме пултарать.  Строительство ĕҫне 92,5 процента ҫити вĕҫленĕ.  Ача садне пĕлтĕр ҫурла уйăхĕнче хăпартма пуҫланă.  Хальхи вăхăтра ҫуртăн пурлăхпа техника пайне ҫĕнетессипе тăрăшаҫҫĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртме пикенеҫҫĕ.

Ҫул ҫӳреве тухнă май, регион Ертӳҫи  Вăрмар районĕнчи «Зоренька» ача садĕнче те пулнă.  Объекта тĕпрен юсав ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.  Ҫитес эрне пуҫламăшĕнче ачасене кĕтме хатĕр учреждени.  Строительсем ача сачĕн ҫивĕттине тĕпрен улăштарнă, чӳречисене, алăкĕсене ҫĕнетнĕ, инженери тытăмне юсаса ылмаштарнă.  Ырă ĕҫсем ҫитес ҫул та пуласса каланă хăйĕн сăмахĕнче ача сачĕн ертӳҫи Марина Петрова.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕҫ планне пăхса тухнине те пĕлтернĕ вырăнти ертӳҫĕ.  



19 августа 2021
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter