«Тӗш тырӑн пĕтĕмĕшле тухăҫлăхĕ республикӑна туллин тивĕҫтерĕ», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Тӗш тырӑн пĕтĕмĕшле тухăҫлăхĕ республикӑна туллин тивĕҫтерĕ», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Чăваш Енре тыр-пул пухса кĕртесси пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пырать, палăртнă кăтартусене тивĕҫтерет. Кăçал чылай сахалрах тухăҫ, çумăр сахал çунă, питĕ шăрăх тăнă – тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кирлĕ пек вăй илеймен. Нимĕн те тăваймăн, пур-пĕрех мĕн пуррине пухса кĕртмелле», – ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

  Республика Ертӳҫи ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Куславкка районĕпе Вăрмар районĕсенче пулнă. «Палăртма кăмăллă, пĕлтĕр тыр-пула ҫав тери лайăх пухса кĕртнĕ, рекорд кăтартупа палăрнă, аграрисем кашни гектартан 36,5 центнер тырă пухса кĕртнĕччĕ.  Кăҫал тухăҫлăх чакни – ҫанталăк условийĕсемпе ҫыхăннă.  Ҫуркунне акса хăварнă хыҫҫăн, тӳрех шалкăм ҫумăрсем ҫуса йывăрлăхсем кăларса тăратнă, тĕп тапхăрта вара, пучах пиҫсе ҫаврăннă чухне, кирлĕ ҫумăр пачах та пулман.  Палăртса хунă тăрăх, кăҫалхи кăтартусем пĕлтĕрхинчен 30 процента ҫити пĕчĕкрех пулма пултарĕҫ.  Тырăна ăҫтан туянассине, ҫăкăр пĕҫерекен предприятисемпе организацисене  туллин тыр-пулпа тивĕҫтермелли плана та пăхса хăварнă.  Чи кирли – ҫăкăр хакне ӳстерме, халăха йывăрлăх кăларса тăратма пачах та юраманни, ҫакна пурин те лайăх ăнланмалла», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Кăçал вырма пĕлтĕрхинчен пĕр эрне маларах пуçланнă, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырса пыраҫҫĕ, пысăк пайне çапса илсе пӳлмене хывма та ĕлкĕрнĕ.

Вăрмар районĕнче регион Ертӳҫи Владимир Ивановăн хресчен-фермер хуҫалăхĕнче пулнă, унти ĕҫсемпе кăсăкланнă.  Патшалăх тĕревне тĕпе хурса, вĕсем тыр-пул пухса тирпейлемелли техника туяннă, патшалăх енчен куҫакан субсиди самай пысăк тăкака саплаштарма май панă.  Хуҫалăра вăрлăха та вĕсем ҫĕнетнĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, сĕт-ҫу таврашне тирпейлеме, хуҫалăха модернизацилеме техника таврашне ҫĕнетсе улăштарма май килнĕ.   

 Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан техникăна комбайна Олег Николаев курса хакланă, техника тыр-пула уйран туллин пухса кĕртме витĕм кӳнине палăртнă.

 Куславкка районĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Родина» ЯХПК хуҫалăхĕнче пулнă, тыр-пул пухса тирпейлемелли токри ĕҫсене курса ĕненнĕ.  Ял хуҫалăх кооперативĕн председателĕ Людмила Емельянова  хăйĕн сăмахĕнче, пĕлтĕр патшалăх пулăшăвне пула, хуҫалăхăн мĕнпур техникине ҫĕнетсе улăштарнине пĕлтернĕ.  Чи кивĕ техника та вĕсен 2017 ҫулхи ҫеҫ шутланать.  Кăҫал вăрлăхсене ҫĕнетме, предприятине модернизацилеме заявка ыйтса ҫырнине асăннă кооператив ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май, ял хуҫалăх ĕҫченĕсене патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем куҫнине хыпарланă. Пысăк хуҫалăхсене анчах мар, пĕчĕккисене те пĕр пекех тĕрев панине асăннă вăл. Апла пулсан, ял хуҫалăх пайĕпе ĕҫлекенсен пĕр вырăнта тăма юрамасть, малалла аталанассишĕн, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ӳлĕмрен те ырми-канми тăрăшмаллине палăртнă вăл.   Производствăсене ҫĕнетсе вăй илтермеллине, таварсен пахалăхне ӳстерсе ытларах та ытларах калăпласа тирпейлесе кăлармаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

  

 



19 августа 2021
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter