«Эпир пурте – Раҫҫей ҫыннисем, аслӑ ҫӗршыв гражданӗсем!», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунне халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă, уява пуҫтарăннисене ăшшăн саламланă.
«Раҫҫей ялавӗ – Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн аслӑлӑхӗпе мухтавлӑхӗн сӑваплӑ символӗ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.
«Эпир пурсăмăр та Раҫҫей Федерацийĕн гражданĕсем. Пире Ялав пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕринпе туслăн пурăнма хистет. Вӑл ӑрусен ҫыхӑнулӑхӗпе истори астӑвӑмне палӑртать тата тӗрлӗ халӑхӑн миллионшар ҫыннине пӗр чӑмӑра пӗрлештерет. Шăпах та, пирĕн мăн асаттемĕрсене ҫĕршывăмăра парăнса, ăна хисеплеме тата упраса хăварма, тĕрлĕ йывăрлăхсене парăнтарма, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма Ялав пысăк витĕм кӳнĕ», – тесе каланă РФ Патшалăх Ялавне халалласа ирттернĕ мероприятине уҫăнă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Нумаях пулмасть пирĕн ентешĕмĕрсем, Токиора иртнĕ Олимп вăййисенче ҫĕнтерӳсемпе палăрчĕҫ, вĕсемпе эпир чăнласах та, мăнаҫланатпăр. Ялав тата гимн пулманни – хăйне евĕр пăшăрхануллă самант пулса тăчĕ, пур-пĕрех вырăссем Тăван ҫĕршыва нихăҫан та сутман, ăна хисеплеҫҫĕ, юратаҫҫĕ. Ҫак символсем пирĕн чĕремĕрсенче ĕмĕрех упранаҫҫĕ», – тесе каланă Олег Николаев.
Сăмаха малалла тăснă май, чăваш халăхĕ пирки те чарăнcа тăнă. «Чӑваш Ен хӑй ирӗкӗпе Раҫҫей йышне кӗнӗренпе кӑҫал 470 ҫул ҫитет. Эпир аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн уйрӑлми пайӗ пулнӑшӑн тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн хӳттинче аталанма пултарнӑшӑн тивӗҫлипе мухтанатпӑр. Нумай нациллĕ ҫемьешĕн чăваш халăхĕ чи шанчăклă тус пулса тăнă. Ҫĕршывăн мĕн пур тапхăрĕнче экономикăпа социаллă пурнăҫ аталанăвне пысăк тӳпе хывнă, кирек-епле йывăрлăха та татса пама пулăшнă, яланах тивĕҫлĕ вырăн йышăннă», – тесе палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.
Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ мероприятине РФ Патшалăх Думин депутачĕсем: Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Андрей Александров, Николай Николаев, Шупашкар хулин депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров хутшăннă.
Савăнăҫлă мероприятине хутшăннисене волонтерсем триколор лента парса чысланă. Кунсăр пуҫне Хĕрлĕ тӳремре вĕсем тăршшĕ тăхăр метрлă Патшалăх ялавне ҫӳле ҫĕкленĕ. Уяв яланхиллех савăнăҫлă концертпа вĕҫленнĕ. Республикăри пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе куракансене тыткăна илнĕ.