Олег Николаев Чӑваш Республикин инфратытӑм кредичӗсене илме заявка тăратас ĕҫе хӑвӑртлатма каланă

Олег Николаев Чӑваш Республикин инфратытӑм кредичӗсене илме заявка  тăратас ĕҫе хӑвӑртлатма каланă

 Правительство комиссине регион аталанăвĕ енӗпе заявка тăратас ĕҫе хăвăртлатма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Пирĕн тĕллев – ҫав ӗҫе хăвăртрах хутшӑнасси.  Проектсене тишкерекен федераци министерствисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле.  Программăна кĕрсе юлассишĕн  ҫине тăрсах тăрăшмалла»,  тесе каланă Олег Николаев

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, регионсен инфратытăмне аталантарма куҫаракан  бюджет кредичĕсемпе 2023 ҫул вĕҫленичченх тивĕҫтерĕҫ.  Регионсене аталантарма паракан кредита 3 процентран пысăк мар ставкăпа 15 ҫуллăха парĕҫ. 

Малтанласах палăртса хунă  тăрăх, Чăваш Ен валли лимит виҫи 3,7 млрд танлашать.  Укҫа-тенкӗ Строительство министерствин проекчӗсене, Транспорт министерствипе хуҫалăх инфратытăмĕпе ҫыхăннă проектсене пурнăҫлама тăкакланĕ.  Ҫавăн пекех хăйсен сӗнӗвĕсене Экономика министерстви, Промышленноҫ министерствипе Ял хуҫалăх министерстви тăратнă. 

Чăваш Ен тăратнă проектсенчен пĕри – лифтсене модернизацилесси.  Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионти мĕнпур лифтсенчен 70 проценчĕ ытла кивелсе ҫитнĕ, енчен те  палăртнă ĕҫе кирлĕ пек шайра йĕркелесе ярас пулсассăн, 4,4 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2020-2024 ҫулсем валли пăхса хăварнă уйрӑм программи пирки чарăнса тăнă.  Асӑннӑ программа регионта пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пынине асăннă Ертӳҫĕ. Пур пĕрех Патăрьелĕнче, Ҫĕрпӳ районĕнче индустри паркĕсен ĕҫне хăвăртлатма каланă, Ҫĕнĕ Шупашкарти экономика зони те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут асăнса хăварнă.    

  



20 августа 2021
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter