Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Раҫҫей ялавӗ – Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн аслӑлӑхӗпе мухтавлӑхӗн сӑваплӑ символӗ. Вӑл ӑрусен ҫыхӑнулӑхӗпе истори астӑвӑмне палӑртать тата тӗрлӗ халӑхӑн миллионшар ҫынни­не пӗр чӑмӑра пӗрлештерет.

Ӗмӗрсем хушши триколор пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантарса тӑрать, мӑн асаттемӗрсен пуян еткерлӗхӗпе тата хальхи ҫитӗнӳсемпе мӑнаҫлантарать.

Пирӗнтен кашниех тӳрӗ кӑмӑлпа ырми-канми ӗҫлесе, паллӑ ҫитӗнӳсем туса, малашлӑхшӑн яваплӑн тата хастарлӑн тӑрӑшса республика ырлӑхне ӳстерсе пырас ӗҫе, патшалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать.

Чӑваш Ен хӑй ирӗкӗпе Раҫҫей йышне кӗнӗренпе кӑҫал 470 ҫул ҫитет. Эпир аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн уйрӑлми пайӗ пулнӑшӑн тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн хӳттинче аталанма пултарнӑшӑн тивӗҫлипе мухтанатпӑр.

Хаклӑ ентешсем! Тӑван ҫӗршыва пӗтӗм чунтан юратни сирӗн чӗрӗрте яланах шанчӑклӑн упрантӑр! Сире телейпе ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата ҫураҫулӑх сунатӑп!

Юратнӑ Раҫҫее – чечекленӳ!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев



22 августа 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter